Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев «Ҫĕр улми – 2019» курава хутшăннă

Михаил Игнатьев: «Задача наших производителей – повышать конкурентоспособность отечественного картофелеводства, поставлять качественную продукцию на экспорт» Нарăс уйăхĕн 28-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев «Ҫĕр улми 2019» курава хутшăннă.

Паллă пулăма ҫавăн пекех Раҫҫей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ Леонид Черкесов, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – ял хуҫалăх министрĕ Сергей Артамонов, Лорх ячĕллĕ пĕтĕм Раҫҫейри наукăпа тĕпчев институчĕн директорĕ Сергей Жевора, Шупашкар хулин администрацийĕн ертӳҫи Алексей Ладыков килсе ҫитнĕ.

Республика Пуҫлăхĕ форума пухăннă хăнасене саламланă, ҫĕр ĕҫченĕсене, тĕпчев пайĕнче тăрăшакансене мухтаса тав сăмахĕсем каланă. Чăваш Енре ҫулсерен агропромышленноҫ пайĕнче вăй хуракансем пысăк технологисене тĕпе хурса ĕҫлесе пынине каланă.   Вăл ĕҫе хресчен фермер хуҫалăхĕсем те хастар кӳлĕннине палăртнă.

«Тавар тирпейлесе кăларакансен тĕп тĕллевĕ – пахалăх шайне ӳстерсе пырсси. Экспорта куҫарасси те кун йĕркинче пулмалла, тупăш илесси ҫине тимлĕх уйăрмалла», –  тенĕ Чăваш Ен Пуҫлăхĕ.

Раҫҫей Президенчĕ Федераци Пухăвне янă Ҫырура 2024 ҫулсем тĕлне экспорта куҫарнă ял хуҫалăх таварĕсен калăпăшне 45 млрд доллара ҫитермеллине асăннине тепĕр хут палăртнă регион Пуҫлăхĕ.

Чăваш Республикинче ҫĕр улмине лартса ҫитĕнтерме, тухăҫа пухса кĕртме патшалăх енчен пысăк тĕрев, субсиди мелĕпе элитлă вăрлăха туянма та хуҫалăхсене укҫана вăхăтра куҫарса пыраҫҫĕ.

Раҫҫей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ Леонид Черкесов курав уҫăлнă ятпа мероприятине пухăннă хăнасене саламланă. Чăнласах та, ҫакăн йышши пысăк пулăм ҫĕр ĕҫченĕсемшĕн пĕлтерĕшлĕ тесе асăнса хăварнă.  

Лорх ячĕллĕ пĕтĕм Раҫҫейри наукăпа тĕпчев институчĕн директорĕ Сергей Жевора хăйĕн сăмахĕнче уява пуҫтарăннисене тав тунă май, мероприятине паха таварсем тăратнине, вĕсем ыттисемшĕн ырă тĕслĕх вырăнĕнче тесе хыпарланă.  

Торжествăлла пай вĕҫленнĕ хыҫҫăн, хăнасемпе пĕрле Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев курава пăхса ҫаврăннă, таварсен пахалăхне курса ĕненнĕ, специалистсемпе канашланă, пĕр-пĕрин паха ĕҫ опычĕсем ҫинчен сăмахланă. Паянхи пурнăҫпа килĕшсе тăракан технологисене тĕпе хурса ҫĕр улмине лартса ҫитĕнтерни куҫкĕретех, вăрлăхсем ҫав тери чаплă тесе хакланă.    

Фоторепортаж



28 февраля 2019
15:24
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter