Чăваш патшалăх вырăс драма театрĕнче «Токолоро» спектакль пулнă, ăна курма Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьевпа пĕрле Чрезвычайлă тата Полномочиллĕ Посол Херардо Пеньяльвер Порталь, Раҫҫей Федерацийĕн финанс Министрĕн ҫумĕ Алексей Лавров тата сумлă делегацийĕн йышне кĕнĕ ытти хăнасем килсе ҫтнĕ

Глава Чувашии Михаил Игнатьев и делегация Посольства Республики Куба посетили спектакль «Токолоро»Нарăс уйăхĕн 2-мĕшĕнче Чăваш патшалăх вырăс драма театрĕнче «Токолоро» спектакль пулнă, ăна курма Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьевпа пĕрле Чрезвычайлă тата Полномочиллĕ Посол  Херардо Пеньяльвер Порталь, Раҫҫей Федерацийĕн финанс Министрĕн ҫумĕ Алексей Лавров тата сумлă делегацийĕн йышне кĕнĕ ытти хăнасем килсе ҫтнĕ.

Токолоро Куба Республикинчи кайăк, ҫĕршывăн тĕп сăнарĕ символĕ шутланать.   Пьесăна лартаканĕ чăваш журналисчĕ Владислав Николаев пулнă.  Кăларăмра вырăс, чăваш, испани чĕлхисемпе юрă-кĕвĕ янранă, халăха хăйсен асамлă чĕлхипе «тыткăнланă».

Спектакль режиссёрĕ Юрий Филиппов, художникĕ – Любовь Борисовская.

Программăна ҫак спектакль 2018 ҫулта чӳк уйăхĕнче пĕрремĕш хут кĕнĕ.

Паха кăларăм вĕҫленнĕ хыҫҫăн, Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев спектакльте вылякансене, курма пыракансене тав тунă, ҫитĕнекен ҫамрăк яш-кĕрĕм ҫав тери пултаруллă пулнине палăртнă, сцена ăстисене чечексем парса хавхалантарнă. Артистсене ҫавăн пекех Чрезвычайлă тата Полномочиллĕ Посол  Херардо Пеньяльвер Порталь, Раҫҫей Федерацийĕн финанс Министрĕн ҫумĕ Алексей Лавров ăшшăн саламланă, общество ата­ланӑвне пысӑк тӳпе хывнӑшӑн тата историпе культура еткерлӗхне ти­вӗҫ­лӗн сыхласа упранӑшӑн тав тунă.    

Фоторепортаж



04 февраля 2019
10:16
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter