Редакторсене, журналистсене, хаçат-журнал, кĕнеке кăларакансене, полиграфистсене професси уявĕпе Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев саламланă

Михаил Игнатьев поздравил журналистов и работников печати с профессиональным праздникомНарăс уйăхĕн 2-мĕшĕнче Чăваш патшалăх  вырăс драма театрĕнче редакторсем, журналистсем, хаçат-журнал, кĕнеке кăларакансем, полиграфистсем хăйсен професси уявне паллă тума пуҫтарăннă.  Сумлă хăнасем хушшинче  яланхиллех хисепе тивĕҫнĕ ветерансем пуҫтарăннă.

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев МИХсенче тăрăшакансене яваплăха туйса тивĕҫлĕ ĕҫленĕшĕн тав сăмахĕсем каланă, вĕсен ĕҫĕсем халăхшăн пархатарлă пулнине асăннă. Хисепе тивĕҫнисене патшалăх наградисене парса хавхалантарнă.

«Юлашки вăхăтра сахал мар тĕрлĕ информаци каналĕсем вăй илсе пыраҫҫĕ. Профессионалсем хăйсен пĕлтерĕшне ҫухатманни куҫкĕретех, ҫынсем кулленех тухса тăракан хаҫат-журналсене юратни никамшăн та вăрттăнлăх мар. Пресса кирек хăш вăхăтра та общество шухăшлавне йĕркелемелли чи пĕлтерĕшлĕ инструментсенчен пĕри пулнă. Хальхи ĕмĕрте, информатизаци çыннăн пурнăç тивĕçтерĕвĕн пĕтĕм сферине питĕ пысăк хăвăртлăхпа кĕрсе пынă тапхăрта, массăллă информаци хатĕрĕсен общество аталанăвĕнчи пĕлтерĕшĕ татах та ӳсет», – тесе каланă   республика Пуҫлăхĕ.

Вырăнти пĕлтерĕшлĕ хаҫатсем граждансемшĕн пысăк витĕм кӳни те никамшăн та вăрттăнлăх мар. Ҫынсем хăйсен шухăшĕсене унта ҫитсе пĕлтерме тăрăшаҫҫĕ. Ҫăхавсем, сĕнӳсем те чылай. Кашни ыйтăва вăхăтра хурав пама тăрăшаҫҫĕ хаҫатра тимлекенсем.

Михаил Игнатьев республика Правительстви регионта МИХсем вăй илсе пыччĕр тесе кирлĕ пек тимлĕх уйăрнине асăннă. Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Чăваш Республикин Патшалăх Канашне янă Ҫырура та кун пирки палăртса хăварнă. Кашни тытăмра ĕҫлекенсен вырăнти хаҫатсене аталанама витĕм кӳме тăрăшмалла. Май килнĕ таран хаҫатсене халăх хушшинче сарма кирлĕ пек условисене хатĕрлесе тăратмаллине уйрăммăн палăртса хăварнă регион Пуҫлăхĕ.  

Уява пухăннисене Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕн тивĕҫĕсене пурнăҫлакан Альбина Егорова, Чăваш Республикин информаци политикин министрĕ  Михаил Анисимов,  Раҫҫей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕсем: Леонид Черкесов, Николай Малов, Чăваш Ен прокурорĕ Василий Пословский саламланă.  

Роскомнадзор пĕлтернĕ тăрăх, регионта пурĕ 112 МИХ регистрациленнĕ, вĕсенчен электронлă майпа тухаканнисем – 20, кулленех пичетленекеннисем – 92 шутланаҫҫĕ.  

Фоторепортаж



04 февраля 2019
08:31
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter