Правительство ҫуртĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Раҫҫей Федерацийĕнчи Куба Республикин Чрезвычайлă тата Полномочиллĕ Посолĕпе Херардо Пеньяльвер Портальпе ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ

Глава Чувашии встретился с Чрезвычайным и Полномочным Послом Республики Куба в Российской ФедерацииНарăс уйăхĕн 2-мĕшĕнче Правительство ҫуртĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Раҫҫей Федерацийĕнчи Куба Республикин Чрезвычайлă тата Полномочиллĕ Посолĕпе Херардо Пеньяльвер Портальпе ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ.

Чăваш ҫĕрĕ ҫине килсе ҫитнĕ пысăк хăнана мухтаса тав сăмахĕсем каланă регион Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев. «Куба Республикипе эпир ĕҫлĕ ҫыхăнăва тытса пыратпăр, таварсен ҫаврăнăшĕ ӳссех пырать. Ку пĕрремĕш ҫул ҫӳрев кăна мар. Маларахри ҫулсенче те пулнă пирĕн тăрăхра хăнасем. Шанатпăр, сирĕн делегаци паян республикăна килни малашнехи ĕҫре пысăк витĕм кӳрессе, тахҫантанпах тĕвĕленнĕ ĕҫлĕ ҫыхăнусене сарасса ĕненетпĕр», – тенĕ республика Пуҫлăхĕ.  

Региона килсе ҫитнĕ сумлă ертӳҫĕ хăйсене ăшшăн кĕтсе илнĕшĕн чун-чĕререн тав сăмахĕсем каланă регион Пуҫлăхне Михаил Игнатьева. Раҫҫей тата Куба Республикин историйĕ пуян. Паянхи пурнăҫ таппинче Раҫҫей Федераципе тачă ҫыхăнса ĕҫлесе пыма тăрăшатпăр тенĕ сумлă хăна.   Час-часах субъектсене тухса ҫӳреме кăмăл тунине те хыпарланă. Пĕр-пĕрин паха ĕҫ опычĕпе паллашма, промышленноҫ, суту-илӳпе экономика, культура сферисемпе те тачă ҫыхăнса ĕҫлеме хатĕр пулнине каланă. Чăваш Енпе Куба Республики  промышленноҫ пайĕпе ҫыхăннă, фармацевт тытăмĕ те вăй илсе пыни никамшăн та вăрттăнлăх мар.

«Чăваш Ен пысăках мар республика. Потенциал сирĕн пысăк. Пирĕн сирĕнпе пĕрле килĕшсе ĕҫлес кăмăл пысăк», – тенĕ сăмаха пĕтĕмлетсе Херардо Пеньяльвер Порталь

Фоторепортаж



04 февраля 2019
07:35
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter