Владимир облаҫĕнче автомашина ҫулĕ ҫинче пулнă инкеке лекнĕ Чăваш Енре пурăнакансене мĕн пур пек кирлĕ мерăсем йышăнса хăварса пулăшусем пама хушнă Михаил Игнатьев

Нарăс уйăхĕн 4-мĕшĕнче ҫĕрле 1 сехет те 52 минутра Владимир облаҫĕнчи М7 трасса ҫинче хăрушă авари пулса иртнĕ, фура микроавтобуспа ҫапăннă, 15 ҫын инкек тӳснĕ.  Пĕтĕмпе 9 ҫын сусăрланнă, виҫҫĕшĕ ĕмĕрлĕхех пурнăҫран уйрăлса кайнă.  Палăртнă тăрăх, микроавтобусри ҫынсем Улатăр районĕпе Пăрачкав районĕнче пурăнакансем пулнă. Инкеке лекнисем хушшинче ачасем ҫук.

Паян Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев кашни эрнере пулакан ĕҫлĕ планерка ирттернĕ, ун чухне хыпар пирки тĕплĕнрех Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Викторов паллаштарнă.

Михаил Игнатьев инкеке лекнисене кирлĕ пек пулăшу пама хушнă. «Хăшĕсене тапратма юрать, вĕсене республикăна сиплев учрежденине илсе килсе вырнаҫтармалла.  Енчен те вара, май ҫук пулсан, хытă аманнисене кирлĕ пек мерăсем йышăнса хăварса, эмелсене вăхăтра ҫитерме тăрăшмалла», - тесе хушса каланă республика Пуҫлăхĕ.  

Михаил Игнатьев вилнисемшĕн пăшăрханса, тарăн хурланни пирки пĕлтернĕ. Сусăрланнисене хăвăртрах сипленсе тухма вăй-хал суннă.



04 февраля 2019
14:19
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter