Чăваш Республикин Ĕҫлев министерстви пĕлтернĕ тăрăх, парăмҫă-предприятисем халăхăн ĕҫ укҫине кăҫал ҫитес II кварталта парса татма плана кĕртнĕ

 Нарăс уйăхĕн 4-мĕшĕнче Правительство ҫуртĕнче кашни эрнере пулакан планеркăна Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев йĕркелесе ертсе пынă. Кун йĕркине кĕртнĕ тĕп ыйтусенчен пĕри халăх умĕнчи ĕҫ укҫин парăмĕ. Чăваш патшалăх ĕҫлев инспекцийĕ пĕлтернĕ тăрăх, кăтарту пысăкланнă, 2019 ҫулта кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне вăл виҫе 24 процента ҫити хăпарнă.

Чăваш Республикин ĕҫпе социаллă хӳтлĕх министрĕ Сергей Димитриев хăйĕн сăмахĕнче укҫа парăмĕ «Чувашавтотранс»  ГУП чи пысăк пулнине хыпарланă. Хальхи вăхăтра предприяти панкрута тухма хатĕрленет.   Сĕнтĕрвăрринчи «Городок» МУП ĕҫлекен халăх умĕнчи парăмĕ 1,1 млн ӳссе кайнă тесе сăмаха малалла тăснă министр.  

«ЗАВОД ЧЖБИ» ТМЯО парăм виҫи 3,5 млн ҫитнĕ, «Железобетонные конструкции № 2»  ТМЯО –  6,5 млн, «АЗНХ»  ПАО – 12,6 млн,   «Чебоксарская типография №1» ТМЯО – 11,3 млн, «Волгаэлектропроект» ТМЯО – 4 млн, «Завод автокомпонентов «ЭЛМА» ТМЯО – 3,5 млн, «Инстрой» ТМЯО – 2,4 млн пухăнса кайнă.

«Парăмҫăсемпе кашнинпех ĕҫ укҫине парса татмалли графика пăхса тухса ҫирĕплетнĕ», пĕлтернĕ министр Сергей Димитриев.

2018 ҫулта Чăваш Енĕн прокуратурипе Патшалăх ĕҫлев инспекцийĕн ĕҫченĕсем тĕрĕслевсем сахал мар йĕркеленине палăртнă вăл. Регионти 48 организаци ыйтăва вырăнтан тапратнине, парăмсене те чылай татнă тесе хыпарланă министр, виҫе 186,5 млн ҫитнĕ тенĕ. Канашлура «Чувашавтотранс» ГУП ĕҫне тĕпрен пăхса тухнă.  Организацийĕн генеральнăй директорĕн ҫумĕ Кирилл Евсеев хăйĕн сăмахĕнче предприятийĕн пурлăхне специалистсем 362 млн хакланине, пуласлăхри ĕҫсем ҫинчен те каланă, ҫитес вăхăтра «Чувашавтотранс» ГУП кредиторĕсемпе ĕҫлĕ пуху ирттерме плана кĕртнине те пĕлтернĕ вăл.

Докладсене итленĕ хыҫҫăн, Михаил Игнатьев критиклесе илнĕ министерствăра ĕҫлекенсене. «Ҫынсен  ĕҫ прависене пăхăнса пыманни сисĕнет. Ĕҫлекен халăха пирĕн хӳтĕлемелле. Парăмсене вăхăтра саплаштарса пымалла, пăтăрмахсем кăларса тăратма никамăн та ирĕк ҫук», – тесе ҫирĕппĕн асăрхаттарнă республика Пуҫлăхĕ. Сăлтавсене уҫăмлатма хушнă, яваплисене ҫирĕп тĕрĕслеме сĕннĕ, енчен те йĕрке пăсаҫҫĕ пулсан, предприятисемпе организацисен ертӳҫисене саккунпа килĕшӳллĕн ыйтусене татса пама хушмалла тенĕ вăл асăрхаттарса. Ҫынсен йывăрлăха кĕрсе ӳкмелле мар, ĕҫлеҫҫĕ пулсан, шалăва вăхăтра илсе пымалла тесе сăмаха пĕтĕмлетнĕ республика Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.     



04 февраля 2019
16:44
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter