Чăваш Республикинче Куба Посольствин делегацийĕ пулнă май, хăш-пĕр ĕҫлĕ килĕшӳсем йышăнса хăварнă

По итогам визита делегации Посольства Республики Куба в Чувашию достигнут ряд договоренностей о сотрудничествеНарăс уйăхĕн 4-мĕшĕнче Правительство членĕсене Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев региона Раҫҫей Федерацийĕнчи Куба Республикин Чрезвычайлă тата Полномочиллĕ Посолĕ Херардо Пеньяльвер Порталь тата Раҫҫей Федерацийĕн финанс Министрĕн ҫумĕ, «Общество дружбы с Кубой»  регионсен хушшинчи обществăлла организацийĕн президенчĕ Алексей Лавров  ертсе пынă делегаци ĕҫлĕ визитпа пулни пирки каласа кăтартнă.

Сумлă хăнасем регионти малта пыракан предприятисене ҫитсе килнĕ, вĕсен ĕҫĕпе паллашнă.  Тĕлпулусем вăхăтĕнче хăш-пĕр ыйтусемпе тарăнрах ĕҫлесси пирки калаҫса килĕшнĕ.

«Куба Республикин ĕҫчешĕсем «Хевел» заводпа уйрăм проектсене палăртнă, вĕсене пурнăҫа кĕртесси пирки сӳтсе явнă пĕр пухăннă пек чухне икĕ ен», -  тесе каланă хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Ен Пуҫлăхĕ.

«Промтрактор» ПАО производстви Куба Республикине 45 бульдозер тăратасси те планра пур.  Заводран тирпейленсе тухакан таварсене тата та ҫӳлерех асăннă республикăна илсе ҫитерме тĕллев лартаҫҫĕ ертӳҫĕсем. Хăнасем «Чувашторгтехника» АОпа, «Завод игрового спортивного оборудования» АХО, «Букет Чувашии» АУО кăсăкланнă, вĕсемпе ĕҫлеме кăмăл тунă. Ертӳҫĕсем хăйсем патне Чăваш Енрен предпринимательсенчен йĕркеленĕ ĕҫлĕ делегацине пырса курма йыхравласа хăварнă. Куба тата Чăваш Ен культура, сывлăх сыхлавĕпе туризм, спорт, вĕренӳ пайĕсемпе те килĕшсе ĕҫлеме тĕллев лартнă. Куба тăрăхне ҫуллахи тапхăрта, кану вăхăтĕнче, ҫамрăксене лагере пыма та сĕннĕ. И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ Гавана университечĕпе килĕшӳ хутне алă пусса ҫирĕплетнĕ, пĕр-пĕрин хушшинче ĕҫлĕ ҫыхăнусем тăвĕленнĕ.

Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче гуманитари енĕпе ҫыхăннă ĕҫлĕ мероприятисене "Шупашкар хули никĕсленнĕренпе 550 çул тата Чăваш автономи облаçĕ йĕркеленнĕренпе 100 çул çитнине уявласси çинчен" калакан Указа тĕпе хурса пырсан аван пулнă пулĕччĕ тенĕ.  Мĕнпур палăртса хунă килĕшӳсене пурнăҫа кĕртме тăрăшмаллине чĕнсе каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ.   



04 февраля 2019
13:42
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter