«Чăваш Республики общество укҫи-тенкипе тĕрĕс пĕлсе усă курассин кăтартăвĕпе ыттисемшĕн ырă тĕслĕх вырăнĕнче яланах пулнă та, пулать те», – тенĕ РФ финанс Министрĕн ҫумĕ Алексей Лавров

Заместитель Министра финансов Российской Федерации Алексей Лавров: «Чувашская Республика была и остается лидером по качеству управления общественными финансами» Нарăс уйăхĕн 2-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Раҫҫей Федерацийĕн финанс Министрĕн ҫумĕпе Алексей Лавровпа ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ. Уҫă калаҫу вăхăтĕнче ертӳҫĕсем финанс енĕпе ҫыхăннă ыйтусене тĕплĕн сӳтсе явнă.   

Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче, регионăн бюджетне йĕркеленĕ чухне тĕпрен Раҫҫей Федерацийĕн Финанс министерстви тăратнă ыйтусене тĕпе хурса ĕҫлесе пынине пĕлтернĕ хăнана. Раҫҫейри регионсен паха ĕҫ опычĕсене те яланах шута илнине хыпарланă.

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Раҫҫей Финанс министерствине пĕр-пĕринпе ăнланса ĕҫленĕшĕн, пулăшу панăшăн тав тунă. Наци проекчĕсене пурнăҫа кĕртес ĕҫре те витĕм кӳнине палăртнă, уншăн мухтанă.

Алексей Лавров Раҫҫей Финанс министерстви яланах регионсемпе тухăҫлă ĕҫлесе пыма хатĕр пулнине палăртнă, пулăшу парассине те асăнса хăварнă.  

«Сирĕн регион ыттисемшĕн ырă тĕслĕх. Эсир укҫа-тенкĕпе тухăҫлă усă курма пĕлетĕр. Перекетлĕх тенине  те лайăх ăнланатăр. Пĕлсех тăратпăр, наци проекчĕсем республикăра туллин пурнăҫа кĕрессине», тенĕ сумлă ернтӳҫĕ.  

Палăртса хăваратпăр, Алексей Лавров региона ĕҫлĕ визитпа килсе ҫитнĕ. Вăл «Общество дружбы с Кубой» обществăлла организацийĕн регионсен хушшинчи президенчĕ.  Раҫҫейри Куба Республикин Посольствин делегацийĕн ĕҫне хутшăнать. 



04 февраля 2019
08:59
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter