Чăваш Республикипе Куба Республики хушшинчи ĕҫлĕ ҫыхăнусем сарăлсах пыраҫҫĕ

Чувашская Республика и Республика Куба развивают взаимовыгодное сотрудничествоНарăс уйăхĕн 2-мĕшĕнче Чăваш патшалăх университетĕнче Раҫҫей Федерацийĕпе Куба Республики хушшинчи ĕҫлĕ ҫыхăнусене сарас ыйтусемпе ĕҫлĕ канашлу ирттернĕ, вăл пулăма Чăваш Республики хастар хутшăнма кăмăл тунă.  

Асăннă кун Чăваш Республикин Пуҫлăхĕпе Михаил Игнатьевпа пĕрле Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин, Чăваш Ен Правительствин членĕсем,  Раҫҫей Федерацийĕнчи Куба Республикин Чрезвычайлă тата Полномочиллĕ Посолĕ Херардо Пеньяльвер Порталь,  Раҫҫей Федерацийĕнчи Куба Республикин Посольствин атташĕ  Вивиан Итчман Миранда, Посольствăн спорт тата культура енĕпе ĕҫлекен виҫҫĕмĕш секретарĕ Гарсия Эрнандес,  Раҫҫей Федерацийĕн финанс Министрĕн ҫумĕ, «Общество дружбы с Кубой» обществăлла организацийĕн регионсен хушшинчи президенчĕ Алексей Лавров, РОДК вице-президенчĕ Руслан Захаров хутшăннă.  

Мероприятине йĕркелесе пыраканĕ И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн ректорĕ Андрей Александров пулнă.  Уҫă калаҫу вăхăтĕнче сахал мар ыйтусене тапратнă, кирлĕ пек йышăнусем туса хăварнă.  Пĕр сăмахпа палăртас пулсан, ĕҫлĕ ҫыхăнусене сарасси пирки тарăн сӳтсе явнă.

Пысăк хăнасене Чăваш Ене килсе ҫитнĕшĕн мухтаса тав сăмахĕсем каланă регион Ертӳҫи Михаил Игнатьев.  Сăмах май, тĕлпулу республикăри чи паллă аслă шкулта иртнине асăнса хăварнă вăл. Университетра тĕнчери 40 ҫĕршывран студентсем  ăс пухнине те уйрăмăн каласа кăтартнă. «Гуманитари тытăмĕнче ĕҫ-пуҫ аванлансах пырать.  Ӳлĕмрен те ҫавăн пекех пуласса ĕненетпĕр. Вĕренӳ пайĕнче тачă ҫыхăнса пыни пĕр-пĕриншĕн усăллă пуласса та шанатпăр», палăртнă Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ.   

Чăваш Ен яланах пуриншĕн те уҫă регион тесе каланă вăл.  Тулашри ҫĕршывсемпе тачă ҫыхăнса ĕҫлени те куҫкĕретех тесе хакланă Ертӳҫĕ сăмаха малалла тăснă май.  Чăваш Республикин потенциалĕ хăватлă. Электротехника кластерĕ вăйлă аталанса пырать регионта.  Тĕнчери чи пысăк предприятисемпе пĕр тан рынокра хăйсен таварĕсене курăмлă кăтартса пыраҫҫĕ вĕсем тесе хыпарланă Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.  

Куба Республики регионпа тачă ҫыхăнура. Таварсен ҫаврăнăшĕ пысăк, 300 пин США долларĕпе танлашать. Кăтартусем ҫулран ҫул ӳссе пыни те никамшăн та вăрттăнлăх мар тесе каланă республика Ертӳҫи.

«Икĕ республика хушшинчи тухăҫлă ҫыхăну пĕр-пĕриншĕн усăллă. "Шупашкар хули никĕсленнĕренпе 550 çул тата Чăваш автономи облаçĕ йĕркеленнĕренпе 100 çул çитнине уявласси çинчен" калакан Указа пурнăҫа кĕртес ĕҫре те витĕмлĕх ӳсессине шанатпăр»,  тесе хакланă ертӳҫĕсем.   Ҫакнах Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев та ҫирĕплетнĕ.

Раҫҫей Федерацийĕнчи Куба Республикин Чрезвычайлă тата Полномочиллĕ Посолĕ Херардо Пеньяльвер Порталь хăйĕн сăмахĕнче экономикăн мĕн пур сферипе тачă ҫыхăнса ĕҫлеме хатĕррине пĕлтернĕ. Икĕ еншĕн ҫав тери пĕлтерĕшлĕ мероприятисем йĕркеленессе шанса каланă.  Аслă шкулсемпе тачă  ҫыхăну тытса пынине, культура, спорт та вĕсемшĕн питĕ кăсăклă тесе хыпарланă.  

Раҫҫей Федерацийĕн финанс Министрĕн ҫумĕ Алексей Лавров ҫĕнĕ проектсем пирки каласа панă, Юрий Алексеевич Гагарин пĕрремĕш космонавт ҫуралнăранпа 85 ҫул ҫитнине халалласа паллă пулăм ирттерме плана кĕртнине пĕлтернĕ.  

Алексей Лавров Чăваш Ен Пуҫлăхне Михаил Игнатьева асăнмалăх сăн ӳкерчĕксен пуххине парса чысланă. Унта Эрнесто Че Гевары ҫуралнăранпа 90 ҫул ҫитнине халалласа паллă пулăмсене кĕртсе хăварнă, ирĕклĕхшĕн кĕрешнĕ сăнар питĕ вырăнлă пулнине асăннă.  

Вăл кун хăнасемпе пĕрле мероприятине пухăннисем  Куба Республикин фильмне курса кăмăла тултарнă.  

Фоторепортаж



04 февраля 2019
08:16
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter