Грипп, ОРВИ чирĕсем ернисен шучĕ ӳссе пыманнине палăртнă канашлура

Нарăс уйăхĕн 4-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе, федераци службисен регионти уйрăмĕсен ертӳҫисемпе кашни эрнере пулакан ĕҫлĕ планеркăна ирттернĕ.

Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Викторов хăйĕн докладĕнче грипп тата ОРВИ чирĕсем пирки чарăнса тăнă.

Раҫҫей Федерацийĕн территорийĕнче ОРВИ тата грипп чирĕсем вăй илсе пыни сисĕнет тесе хыпарланă министр. Пăшăрханма питĕ кирлĕ мар, кашни ҫул ҫак тапхăрта усал чир-чĕр сарăлни курăнать.

2019 ҫулта кăрлач уйăхĕн 25-мĕшĕнчен пуҫласа 31-мĕшĕччен чирлесе аптракансен йышĕ 36,8 процента ҫити хăпарни паллă. Кăтартăва маларахри эрнепе танлаштарса илнĕ. Пур-пĕрех ӳсĕм пысăк мар. Паллă, ку чирсемпе ытларах ача-пăчасем аптраҫҫĕ.

ОРВИ вăй илнине кура, 2019 ҫулта нарăс уйăхĕн 1-мĕшĕнче шкулсенче хăш-пĕр вĕренӳ классĕсене пăрахăҫланă. Шупашкарта 5 шкулта, Ҫĕнĕ Шупашкарта  3 шкулта, Ҫĕмĕрле хулинче пĕр шкулта ачасене вĕрентмеҫҫĕ.   

Грипп чирĕнчен асăрханмалли меслет вакцина туни. Юлашки 13 ҫул хушшинче Чăваш Енре пурăнакансенчен 43,9 процентне ҫулсерен грипп чирĕнчен асăрханса вакцина тăваҫҫĕ.

Владимир Викторов хăйĕн сăмахĕнче чирлисем, вăраха кайса аптрасан, вĕсене больницăна вырнаҫтарма та условисем хатĕрлесе тăратнă тенĕ. Сиплев учрежденийĕсенче хушма вырăнсем йĕркелесе панине те хыпарланă.

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев ĕҫ-пуҫ эпидеми шайне ҫитмен-ха, анчах та грипп, ОРВИ чирĕсем ернисен шучĕ ӳссе пынине палăртнă, ҫавăнпа та, сыхлăх мерисем кирлĕ. Ҫынсем йышлăн хутшăнакан мероприятисене ирттерес енĕпе шкулсенче тăхтама сĕннĕ.    



05 февраля 2019
08:49
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter