«Красноармейски районĕн пĕрлехи ĕҫ ушкăнĕ чи йывăр ыйтусене те парăнтарса татса парассине шанатăп», – тенĕ Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев

Глава Чувашии Михаил Игнатьев: «Уверен, что сплоченная команда Красноармейского района справится с решением самых сложных задач»Нарăс уйăхĕн 5-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев ĕҫлĕ визитпа Красноармейски районĕнче пулнă, унта вăл пĕлтĕрхи ҫулăн ĕҫ кăтартăвĕсене пĕтĕмлетессипе ҫыхăннă анлă канашлу ĕҫне хутшăннă, вырăнти активпа пĕрле муниципалитетăн тĕллевĕсене пăхса тухнă.

Канашлу ĕҫне пуҫланă май, Михаил Игнатьев граждансене пĕр-пĕринпе уҫҫăн калаҫма чĕнсе каланă. Йывăрлăх кăларса тăратма пултаракан ыйтусене пĕрле пăхса тухсан ҫийĕнчех тĕрĕс йышăнусем туса хăварма май пуласса палăртнă. Регион Пуҫлăхĕ хăйĕн сăмахĕнче ҫулсерен республика хыснинчен укҫа-тенкĕ муниципалитетсене аталанса пыма сахал мар укҫа куҫса  пынине палăртнă, кăтарту та ӳсет тенĕ сăмаха малалла тăсса. 2019 ҫулта  республика хыснинчен муниципалитет пĕрлешĕвĕсене пурĕ 19,54 млрд куҫарасси планра пур тенĕ вăл.

Красноармейски районне Чăваш Республикин Ҫул-йĕр фондĕнчен 2019 ҫулта 166,4 млн куҫать. Енчен те маларахри ҫулпа пăхас пулсан, кăтарту хăпарнă, 2 хут та пысăкрах пулни куҫ кĕретех.  Халăхăн пуҫаруллă проекчĕсене пурнăҫа кĕртессипе район аванах тăрăшать. Ăна кура, республика хыснинчен проектсемпе ĕҫлеме, программăна пурнăҫа кĕртме укҫа чылай пĕтет.  «Вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче тимлекенсен халăхăн пурнăҫ условийĕсене лайăхлатассишĕн ҫине тăмалла. Мĕн пур потенциалпа туллин усă курмалла. Патшалăх енчен куҫакан тĕревпе вăхăтра тата тухăҫлă усă курма пĕлмелле»,  чĕнсе каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев. Район администрацийĕнче ĕҫлекенсене кирек-епле ыйтăва та татса парассипе тĕллевлĕн тăрăшмаллине уйрăмăн палăртса хăварнă, ҫитĕнӳсем патне ăнтăлмалла тенĕ вăл.

Кун йĕркине кĕртнĕ тĕп ыйтупа район администрацийĕн пуҫлăхĕ Александр Кузнецов тухса калаҫнă.  Ертӳҫĕ ҫитĕнӳсемпе паллаштарнă, хăш-пĕр самантсем пирки тĕплĕнрех чарăнса тăнă, пуласлăх валли палăртнă тĕллевсем ҫинчен хыпарланă.   

2018 ҫулта районăн пĕрлештернĕ бюджечĕ 331 млн танлашнă, харпăр хăй тупăшĕ муниципалитетăн 102 млн ҫитнĕ.  Кăтарту питĕ лайăх, ытти районсемпе танлаштарсан вĕсем хисеплĕ иккĕмĕш вырăна тухнă.   

Налуксенчен тупăш сахал мар кĕнĕ, кăтарту 2017 ҫулхинчен 7,6 процент пысăкрах, вăл 94,8 млн танлашать. Район каялла тавăрса памалли мар укҫана  патшалăхран 229 млн тивĕҫнĕ.  

2018 ҫулта организацисен тупăшĕ чылай лайăхланнă, кăтартăва 2017 ҫулхипе пăхас пулсан 117,6 процента хăпарнă.  Ку енĕпе район ытти муниципалитетсем хушшинче 3-мĕш вырăнта тăрать. Ҫурт-йĕр тăвассипе район лайăх ĕҫленĕ, кăтарту каллех аван, районсем хушшинче вĕсем виҫҫĕмĕшне лекнĕ (105,1 процент).  

Александр Кузнецов хăйĕн докладĕнче ял хуҫалăх таварĕсен калăпăшĕ ӳссе кайнă тесе ырă хыпара пĕлтернĕ, 2018 ҫулта тупăш 1179,1 млн  ҫитнине, 103,6 процента хăпарнине каланă.  

Район инвестициллĕ проектсене пурнăҫа кĕртессипе паха ĕҫленĕ. «Агрофирма «Таябинка» ТМЯО, «Пикшикский» СПССПК производствăсем вăй илсе ҫĕкленнĕ, ыттисемшĕн ырă тĕслĕх вырăнĕнче. 2019 ҫулта инвестициллĕ 19 проект пурнăҫа кĕртме плана кĕртнĕ муниципалитет пĕрлешĕвĕнче. Вĕсен пĕтĕмĕшле калăпăшĕ вара 162 млн танлашать.

Вырăнти халăх пуҫаруллă пулни сисĕнет, вĕсем проектсене нумай хатĕрлесе тăратнин ĕҫ кăтартăвĕпе ыттисем хушшинче 10-мĕш вырăнта. 2019 ҫулта граждансем тата та хавхаланса кайнă, чаплă проектсем хатĕрленĕ. Район администрацийĕн пуҫлăхĕ пĕлтĕр 5,4 пин ҫын патшалăхăн социаллă пулăшăвне илнине пĕлтернĕ. Вăл районти мĕн пур халăхран 38,4 процент пулать. Граждансене валли патшалăх  пурĕ 57,5 млн тăкакланă. Ватăсем те тимлĕхсĕр юлман, пенсионерсене социаллă тĕрев пама 30,4 млн уйăрнă. 2019 ҫулта халăха социаллă пулăшу пама пĕтĕмпе 67,5 млн пăхса хăварнă.  

Пуласлăхра ĕҫсем сахал мар. Районта кăҫал ҫĕнĕ ФАП хута яма плана кĕртнĕ, шкулсенче спортзалсем юсама, кану ҫурчĕсене илемлетме тĕллев лартнă.

Канашлура Чăваш Республикин вĕренӳ тата ҫамрăксен политикин министрĕ Сергей Кудряшов (вăл Пĕрлехи информаци ушкăнĕн ертӳҫи), Чăваш Республикин экономика министрĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Светлана Ананьева, Чăваш Республикин финанс министрĕн ҫумĕ Ольга Метелева тĕплĕ докладсем тунă, хăш-пĕр сĕнӳсем парса хăварнă. Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ, «ТУС» АО генеральнăй директорĕ, Чаваш наци конгресĕн президенчĕ Николай Угаслов хăйĕн сăмахĕнче саккунсен йĕркисем пирки тарăнрах чарăнса тăнă, ҫĕнĕлĕхсемпе паллаштарнă.

Михаил Игнатьев ЖКХ ыйтăвĕсем пирки калаҫнă май, вырăнти ертӳлĕхе парăмсене вăхăтра муниципалитетăн саплаштарса пымаллине асăрхаттарнă. Тепĕр йывăрлăх кăларса тăратакан ыйту «сăрă» схемăпа халăха ĕҫ укҫипе тивĕҫтерни. Кун пирки те ятарлă службăсен тимлĕхе ҫухатма юраманнине тепĕр хут аса илтернĕ.  

Анлă канашлу ĕҫне пĕтĕмлетнĕ май, республика Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев районта пурăнакансене мухтанă, тивĕҫлĕ ĕҫлесе пынăшăн тав сăмахĕсем каланă. Умра пысăк тĕллевсем пур, вĕсене пурнăҫа кĕртессипе, наци проекчĕсене тĕпе хурса, яваплăха туйса халăхшăн пархатарлă ĕҫлесе пымаллине каланă. Раҫҫей Президенчĕ Владимир Владимирович Путин ҫу уйăхĕнче алă пусса ҫирĕплетнĕ указа пурнăҫлассишĕн тĕллевлĕн ĕҫсене йĕркелесе пымаллине чĕнсе каланă вăл сăмаха ҫавăрса.   «Шанатăп, Красноармейски районăн пĕрлехи ĕҫлĕ ушкăнĕ мĕн пур палăртнă тĕллевсене туллин пурнăҫлассине. Эсир йывăрлăхсене парăнтарасса та пĕлсех тăратăп»,  тенĕ Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.

Ял ĕҫченĕсене, пысăк хисепе тивĕҫнисене, патшалăх наградисене парса хавхалантарнă, ӳлĕмрен те пысăк ҫитĕнӳсем патне ăнтăлма чĕнсе каланă.  

Фоторепортаж



05 февраля 2019
14:46
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter