Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Хĕрлĕ Чутай районĕнче ял халăхне мухтанă, ӳлĕмрен те пысăк кăтартусемпе ĕҫлеме чĕнсе каланă

Михаил Игнатьев поблагодарил жителей Красночетайского района за активное участие в самоуправленииНарăс уйăхĕн 1-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Хĕрлĕ Чутай районĕнче ĕҫлĕ визитпа пулнă, унта вăл муниципалитетăн социаллă пурнăҫĕпе экономика аталанăвĕн кăтартăвĕсене пĕлтĕрхи ҫулшăн пĕтĕмлетессипе ҫыхăннă анлă канашлу ĕҫне хутшăннă. Кун йышши мероприятисенче кашни ҫул районсемпе хуласенчи йывăрлăхсене сӳтсе яваҫҫĕ, ҫитĕнӳсене тишкереҫҫĕ, пĕтĕмлетӳсем тăваҫҫĕ, малашнехи тĕллевсем пирки калаҫаҫҫĕ. Уҫă калаҫусенче яланхиллех вырăнти ертӳҫĕсем республикăри ĕҫ тăвакан влаҫ органĕсенче тăрăшакансемпе пĕрле халăхăн ыйтăвĕсене татса параҫҫĕ. Муниципалитетри актив хăйсене хумхантаракан ыйтусем пирки пĕлтерет.

Анлă канашлу ĕҫне пуҫланă май, Михаил Игнатьев вырăнти халăх мероприятине ытларах хутшăнсан пĕлтерĕшлĕ тесе каланă, ҫынсем пуҫаруллă проектсем пирки хăйсен сĕнĕвĕсене тăратма пултараҫҫĕ, ял территорийĕсене аталантарассипе ҫыхăнă ыйтусене тапратаҫҫĕ тенĕ.

«Кирек-епле уҫă калаҫу та тĕрĕс йышăнусем тума витĕм кӳрет. Граждансен сĕнĕвĕсене шута илсе, укҫа-тенкĕ ыйтăвĕсене те ҫийĕнчех пăхса тухма меллĕ. Апла пулсан, халăхăн пурнăҫ условийĕн шайне лайăхлатас тесессĕн, пĕрне-пĕри итлеме пĕлмелле, май килнĕ таран пулăшма тăрăшмалла. Ялти пурнăҫ хуларинчен нимĕнпе те уйрăлса тăмалла мар», тенĕ Чăваш Ен Пуҫлăхĕ.

Кун йĕркине кĕртнĕ тĕп ыйтупа район администрацийĕн ертӳҫи Александр Башкиров калаҫнă.  Вăл муниципалитетăн тĕп кăтартăвĕсем пирки анлăн чарăнса тăнă.  

Районăн пĕрлештернĕ бюджечĕ 2018 ҫулта 306,6 млн танлашнă, 2017 ҫулхинчен 17 процент пысăк пулни сисĕнет.

Муниципалитетăн харпăр хăй тупăшĕ  60,1 млн чухлĕ ӳснĕ, бюджетăн налук тӳлемелли мар тупăшĕсем сахал мар пуҫтарăннă, кăтарту 32 процент хăпарнă.

Халăхăн пуҫаруллă проекчĕсемпе район курăмлă ĕҫлет, ыттисем хушшинче малта пыраканни шутланать. 2018 ҫулта пурĕ 18 проекта пурнăҫа кĕртнĕ, вĕсен пĕтĕмĕшле калăпăшĕ 5,4 млн танлашать.  Ҫулсене юсаса сарнă, тавралăха тирпейленĕ, ачасене валли вылямалли ятарлă лаптăксем хатĕрленĕ тата ытти ĕҫсем те сахал мар тунă.

Палăртма кăмăллă, 2019 ҫул валли  район 46 проект хатĕрлесе тăратнă, вĕсене пурнăҫа кĕртме 31,3 млн пăхса хăварнă.  

Муниципалитет пĕрлешĕвĕнче пĕлтĕрхи ҫул пĕчĕк бизнес ҫирĕп аталанни сисĕнет. «Заготовки» ТМЯО, «Четайское» ТМЯО, «Атадорс» ТМЯО, «Коминтерн» ЯХПК, «Нива» ЯХПК вăй илни никамшăн та вăрттăнлăх мар, вак тата вăтам предпринимательлĕх пайĕ патшалăх тĕревне туять, предприятисене хăватлантарать.  Районта ҫĕнĕ лавккасем уҫăлаҫҫĕ. Инвестициллĕ проектсене пурнăҫа кĕртнине кура, районта халăх валли ҫĕнĕ 72 ĕҫ вырăнĕ хатĕрленнĕ.  Ҫынсене ĕҫ укҫипе тивĕҫтересси ăнăҫлă пулса пырать районта. «Сăрă» схемăсемпе ĕҫлекен организацисем ҫук тесен те йăнăш мар. Ятарлă службăра тăрăшакансем ыйтăва ҫивĕч тĕрĕслени паллă.  

2019 ҫулта инвестициллĕ 6 ҫĕнĕ проект пурнăҫа кĕртме тĕллев лартнă. Хуҫалăхсенче ҫĕнĕ фермăсем ҫĕклесе лартасшăн, выльăх шутне ӳстересшĕн.

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев ял хуҫалăхĕпе ĕҫлесси тупăшлă тесе палăртнă хăйĕн сăмахĕнче. Юлашки ҫулсенче бизнесра тăрăшакансем ытларах ҫак сферăпа ĕҫлеме кăмăл туни те никамшăн та вăрттăнлăх мар тесе сăмаха малалла вакланă вăл. Ҫĕрпе ĕҫлесси паха тивĕҫ, выльăх шутне ӳстерме меллĕ, тупăш та хăпарать. Ырă тĕслĕх пирки каласа хăварнă республика Пуҫлăхĕ. «Коминтерн» ЯХПК сĕт-ҫу производстви тĕлĕнмелле пысăк кăтартусемпе палăрса тăрать, ыттисене ĕҫлеме хавхалантарать. Хуҫалăх ĕҫĕпе тĕплĕнрех Чăваш Ен Пуҫлăхĕ анлă канашлу ĕҫне тытăниччен маларах кĕрсе паллашнă, условисене курса хакланă.

«Ҫав тери «ăслă» ферма. Кунта пĕтĕмпех энергине перекетлеме май паракан технологисемпе усă кураҫҫĕ.  Автоматика ăнлав малти вырăнта тăрать. Кун пирки аслă классенче вĕренекен ачасене каласа памалла, май килсен производство ĕҫĕпе вырăна тухса паллаштармалла. Ял хуҫалăхĕн потенциалĕ пысăк пирки ăнлантарса памалла. Ачасен мĕн пĕчĕкрен яла юратмалла, ĕҫлеме вĕренмелле, условисене курса ĕненмелле. Палăртса хăвармалла, енчен те ял хуҫалăх тытăмне ĕҫлеме вырнаҫас пулсан, тарăн пĕлӳ илмелле, унсăрăн, хальхи пурнăҫпа килĕшсе тăракан технологисемпе ĕҫлеме йывăр пулĕ»,  каланă Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.

Калаҫу вăхăтĕнче канашлура регион Ертӳҫи халăха патшалăх еплерех социаллă пулăшусемпе тивĕҫтерни пирки те ăнлантарса панă. Спорта, культурăна, сывлăх сыхлавĕпе ЖКХ тытăмне пысăк тĕрев пулнине те асăннă вăл сăмаха малалла тăсса. Объектсем ҫĕнелеҫҫĕ, ялта пурăнма условисем лайăхланаҫҫĕ, ҫакнах вырăнти халăх та ҫирĕплетсех калать.

2018 ҫулта Чăваш Республикин Ҫул-йĕр фондĕнчен района 26,9 млн куҫарнă, вăл укҫапа 8 ҫухрăм ҫулсене юсанă. Пур-пĕрех автомашина ҫулĕсене юсас ыйту актуаллă шутланать.  Вырăнти пĕлтерĕшлĕ ҫулсенчен 75 проценчĕ норматива тивĕҫтерменни паллă. Республика Пуҫлăхĕн хушăвĕпе килĕшӳллĕн, ыйтăва татса пама Чăваш Енĕн Ҫул-йĕр фондĕнчен кăҫал района 3,5 хут нумайран укҫа куҫать. Пĕлтĕрхинчен кăтарту пысăк, 92 млн ытла уйăрасси планра пур. Район халăхĕ транспорт ыйтăвне хускатнă. Халăха турттарасси пĕлтерĕшлĕ ыйту. Предпринимательсем, енчен те ҫак ыйтупа ĕҫлеме килĕшнĕ пулсан, вĕсен пахалăх ҫине тимлĕх уйăрма манмалла мар. Чăваш Республикин Транспорт министерствин, асăрхавпа тĕрĕслев службисен, район администрацийĕн ыйтăва куҫран вĕҫертме юрамасть, кулленех тĕрĕслесе тăмаллине чĕнсе каланă регион Ертӳҫи Михаил Игнатьев.  Енчен те вара, кирлĕ пек шайра ыйту пулса пымасан, яваплăха туйса ĕҫлеменнисемпе килĕшӳ хутне пăрахăҫламалла, халăхăн йывăрлăх тӳсмелле мар, транспортсен вăхăтра ҫӳремелле тесе хушса каланă Пуҫлăх.

Канашлура Чăваш Республикин экономика министрĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Светлана Ананьева, Чăваш Республикин финанс министрĕн ҫумĕ Ольга Метелева, Раҫҫей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ Николай Малов, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Владимир Иванов тухса калаҫнă, тĕрлĕ сĕнӳсем панă, хăш-пĕр ҫитĕнӳсене палăртса хăварнă, йывăрлăх кăларса тăратма пултаракннисем пирки те хыпарланă. Саккунсен ҫĕнĕлĕхĕсене тĕпе хурса ыйтусене вăхăтра татса пымаллине чĕнсе каланă.  

Анлă канашлу ĕҫне пĕтĕмлетнĕ май, Михаил Игнатьев вырăнти ял халăхне мухтанă, ҫитĕнӳсеме лăпланса лармалла мар, ӳлĕмрен те пысăк кăтартусемпе ĕҫлесе пымалла тенĕ.

«Раҫҫей Президенчĕ Владимир Путин ҫу уйăхĕнче алă пусса ҫирĕплетнĕ указа тĕпе хурса мĕн пур ĕҫсене пурнăҫламалла.  2024-мĕш ҫулсем тĕлне кăтартусене ӳстермелле. Пурсăмăрăн та тухăҫлă ĕҫлесе пымалла, вăраха тăсса ыйтусене татса памалла мар. Пирĕн тĕллев – саккунсене пăхăнса, яваплăха туйса, халăх ырлăхĕшĕн таса чунпа тухăҫлă ĕҫлесси», сăмаха пĕтĕмлетнĕ вăл.   

Йăлана кĕнĕ тăрăх, кашни ҫул торжествăлла пулăмра районăн ҫыннисене, пысăк хисепе тивĕҫнисене, патшалăх наградисене парса чысланă.    Ҫамрăк яш-кĕрĕмне, пуҫаруллă, мал ĕмĕтлĕ пулнăшăн,  пысăк кăтартусемпе палăрнăшăн ятарлă стипенди илнине ҫирĕплетекен свидетельство парса хавхалантарнă. 

Фоторепортаж



05 февраля 2019
10:35
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter