6 медаль çĕнсе илнĕ

Чăваш самбо шкулĕн вĕренекенĕсем Мускавра 17-18 çулсенчи çамрăксен хушшинче иртнĕ Раççей ăмăртăвĕнчен пĕр ылтăн, икĕ кĕмел, 3 бронза медальпе таврăннă.

Тивĕçлĕ наградăсемшĕн пирĕн спортсменсем çĕршыври чи вăйлă самбистсемпе кĕрешнĕ. 70 килограмлă виçе категорийĕнче Олимп резервĕсен 10-мĕш спорт шкулĕнчи спорт мастерĕн кандидачĕ Даниил Орлов пьедесталăн тивĕçлĕ картлашки çине «ылтăнпа» хăпарнă. Пирĕн ентешех Далер Шонематов 3-мĕш вырăн йышăннă.

«Кĕмĕлсене» — Павел Ивановпа Татьяна Федорова, 3 «бронзăна» Анастасия Кириллова, 52-60 килограмлă виçе категорийнче 3-мĕш картлашкана йышăнса Яна Варламовăпа Полина Тимкова тивĕçнĕ.

Палăртмалла, нарăсăн 1-3-мĕшĕсенче иртнĕ ăмăртура çĕршывăн 80 регионĕнчи 700 спортсмен тупăшнă. Çĕнтерÿçĕсем Европăри тата тĕнче шайĕнчи ăмăртăва хутшăнĕç.

Елена ЛУКИНА. 



05 февраля 2019
16:37
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter