Сусăр ачаллисене «Килти няня» пулăшĕ

Кăçал Шупашкарта сусăр ачаллă çемьесене тĕрев паракан «Килти няня» проект хута кайрĕ.

Ашшĕ-амăшĕ чирлĕ ачана килте пĕччен хăварайманни паллă. Çывăх çыннисем ĕçпе тухса кĕнĕ вăхăтра тĕпренчĕке камăн та пулсан пăхмалла.

«Енчен те сусăр ача çитĕнекен çемьене специалист килсе çÿресен пепкене пăхакан та, унпа хутшăнакан та пулĕ. Шупашкарти Ленин районĕнче пулăшу кĕтекен çемьесене шута илнĕ. Центр пуçарнă проекта ашшĕ-амăшĕ ырласа йышăнчĕ», — каласа кăтартать Шупашкарти çул çитмен ачасен социаллă реабилитаци центрĕн пуçлăхĕ Л. Рябинина.

Учрежденире проекта хутшăнакан специалистсемпе вĕренÿ семинарĕсем ирттернĕ, çемьесемпе килĕшÿ тунă.

«Килти няня» проект кирлĕлĕхĕ çирĕпленчĕ тĕк — ку ĕçе Шупашкарти ытти районта малалла тăсăпăр», — тет проект йĕркелÿçи О. Николаева.

 

Марина ТУМАЛАНОВА. 



06 февраля 2019
16:35
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter