Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Муркаш районĕнче пулнă, вырăнти активпа пĕрле социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн 2018 çулхи кăтартăвĕсене тишкернĕ, кăçалхи тĕллевсене палăртнă

Подведены итоги социально-экономического развития Моргаушского района в 2018 годуНарăс уйăхĕн 5-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Муркаш районĕн активĕпе ĕҫлĕ канашлу ирттернĕ, муниципалитетăн пĕлтĕрхи ҫулăн социаллă пурнăҫĕпе экономика аталанăвĕн ҫул-йĕрне пăхса тухнă, ҫитĕнӳсем пирки канашланă, 2019-мĕш ҫул валли тĕллевсене палăртнă.

Ĕҫе кӳлĕниччен, чи малтан республика Пуҫлăхĕ районти пултаруллă яш-кĕрĕмпе, пысăк хисепе тивĕҫнисене, ятарлă стипенди илни ҫинчен ҫирĕплетекен свидетельство парса чысланă.

Канашлу ĕҫне пуҫланă май, Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче регионăн бюджет политикипе паллаштарнă, укҫа-тенкĕ пĕтĕмпех Чăваш Республикинче патшалăх программисене пурнăҫа кĕртсе пыма тăкакланнине хыпарланă. Бюджет укҫипе тухăҫлăн усă курнипе курманнине ҫирĕп асăрханине, ҫитĕнӳсем тăвассишĕн ырми-канми тăрăшнине асăннă вăл сăмаха малалла вакланă май.

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ республикăри муниципалитет пĕрлешĕвĕсене патшалăх енчен сахал мар тĕрев куҫнине палăртнă. Районсемпе хуласенче пурăнакансен пурнăҫ условийĕсем лайăхланса пыччĕр тесе, республика хыснинчен чылай укҫа тăкакланнине асăнса хăварнă.   Енчен те кăтартусене пăхас пулсан, 2019 ҫулта районсемпе хуласене трансферт мелĕпе 19,5 млрд уйăрма пăхса хăварнă, вăл виҫе 2018 ҫулхинчен 4,1 процент пысăкрах пулать.

«Кăҫал Муркаш районĕ 572 млн тивĕҫет.  Укҫа кăтартăвĕ пысăк пулнипе виҫҫĕмĕш вырăнта район»,  тесе палăртнă Михаил Игнатьев.   

Канашлăвăн тĕп ыйтăвĕпе Муркаш районĕн администрацийĕн пуҫлăхĕ Ростислав Тимофеев тарăн доклад туса панă.  Ертӳҫĕ ҫитĕнӳсемпе паллаштарнă канашлăва пухăннисене, умри тĕллевсем пирки каласа хăварнă, экономика аталанăвĕн ҫул-йĕрĕсем ҫинчен те чарăнса тăнă.

Ял хуҫалăх таварĕсене тирпейлесе кăларассипе район курăмлă ĕҫлет, кăтарту ӳснĕ, пĕтĕмпе таварсене 790 млн калăпланă.   Районта «Сеспель» АХО паха ĕҫлет, ыттисемшĕн ырă тĕслĕх вырăнĕнче. Промышленноҫ предприятийĕсен тавар калăпăшĕ ӳссе пыни сисĕнет.

2018 ҫулта инвестициллĕ 16 проект пурнăҫа кĕртнĕ. Вĕсен пĕтĕмĕшле калăпăшĕ 83 млн танлашать, халăх валли ҫĕнĕ 65 ĕҫ вырăнĕ хатĕрленĕ.

Кăҫал Муркаш районĕнче тата та инвестициллĕ 20 проектпа ĕҫлеме тĕллев лартнă. Вĕсене пурнăҫа кĕртме 300 млн ытла укҫа-тенкĕ пăхса хăварнă.

Районти чи пысăк предприятисем: «Сеспель» ЧП АХО, «ПФ «Моргаушская» АУО, «Бездна» ТМЯО тата ыттисем те. Вĕсем пурте паянхи пурнăҫ таппипе тӳр килекеннисем.  

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ районăн ЖКХ парăмĕ пирки чарăнса тăнă, халăх пурăнмалли ҫурт-йĕрпе коммуналлă хуҫалăх пайĕн пулăшăвĕсемпе усă курнăшăн вăхăтра укҫа-тенкĕ тӳлесе пыманни пăшăрхантарать тенĕ. Вырăнти ертӳҫĕсене кирлĕ пек мерăсем пăхса хăварма чĕнсе каланă. Енчен те халăх парăмсене вăхăтра тӳлемесен явап тыттарма та сĕннĕ вăл.  Кăтарту чылай ӳснĕ, 40 процента ҫити парăм виҫи хăпарни никамшăн та килĕшӳллех мар тенĕ Ертӳҫĕ.

Михаил Игнатьев район ертӳлĕхне ял хуҫалăх тытăмне аталантарассипе тĕллевлĕн ĕҫлесе пымаллине, халăхăн пурăнас ĕмĕрне тăсассипе кирлĕ пек мерăсем йышăнмаллине те асăнса хăварнă. Условисем лайăх пулсан, ҫынсем сывă пурнăҫ йĕркине тытса пырсан, паллă, кăтарту самай ӳсме пултарĕ тенĕ вăл сăмаха малалла тăснă май.

Чăваш Республикин экономика министрĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Светлана Ананьева хăйĕн докладĕнче вак тата вăтам предпринимательлĕх пайĕ пирки чарăнса тăнă. Патшалăх тивĕҫтерекен пулăшусем пирки каласа кăтартнă,   таварсен калăпăшне ӳстерсе пымаллине, халăх валли ҫĕнĕ ĕҫ вырăнĕсем хатĕрлемеллине асăннă.  

Чăваш Республикин финанс министрĕн ҫумĕ Ольга Метелева Муркаш районĕн бюджечĕ ҫинчен ăнлантарнă. Муниципалитетăн тупăш пайĕ пирки каласа панă. Пĕлтĕр кăтарту 805,4 млн ҫитнине палăртнă вăл. Вăл шутран районăн харпăр хăй тупăшĕ те пысăкланнă, вăл 11,4 процентпа танлашать, 196,2 млн пулать.

Ĕҫлĕ канашлура Чăваш Енри ГКЧС председателĕ (пĕрлехи информацийĕн ушкăнĕн ертӳҫи) Вениамин Петров, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ, «ТУС» АО генеральнăй директорĕ, Чăваш наци конгресĕн президенчĕ Николай Угаслов тухса калаҫнă, сĕнӳсем панă района, ҫитĕнӳсемпе паллаштарнă, тĕллевсем пирки асăнса хăварнă.   

Район ҫыннисем Чăваш Республикин Пуҫлăхĕпе Михаил Игнатьевпа пĕрле актуаллă ыйтусем пирки уҫҫăн калаҫнă. Халăх сывлăх сыхлавĕпе ҫыхăннă ыйтусене тапратнă. Шыв ыйтăвĕ те кăсăклантарнă вырăнти халăха. Ҫынсем пĕтĕмпех  кашни ыйтупа пуҫлăхсенчен тивĕҫлĕ хуравсем илнĕ.   Граждансене ҫĕр ыйтăвĕ хумхантарнă. Нумаях пулмасть Китай инвесторĕсем илнĕ ҫĕрсен пирки сахал мар калаҫу тунăччĕ вырăнти халăх. «Ҫĕрсене ытти категорине эпир пачах та куҫарма тĕллев лартман. Сирĕн кун пирки пăшăрханма кирлĕ мар», тенĕ Михаил Игнатьев ҫынсене.   Йăлари хытă каяшсене пухса тирпейленĕшĕн тӳлемелли хаксем пирки те сăмах пуҫарнă граждансем, ыйтăва уҫăмлатма сĕнĕ регион Ертӳҫи муниципалитет ертӳлĕхне. «Халăхăн пурнăҫне лайăхлатма майсем паракан условисемпе пирĕн тĕплĕн ĕҫлеме тăрăшмалла.  Ҫынсен кăмăл-туйăмне ырă енне куҫарма витĕм кӳрекен меслетсем шырамалла. Пурнăҫ лайăхлансан, тупăш халăхăн ӳссен, общество тăнăҫлăхĕ те пĕр тикĕс лайăх аталанса пырĕ. Эпир пĕрле тăрăшса ĕҫлесен, кирек-епле ыйтăва та татса пама пултарасса ĕненетĕп. Пĕрлĕхре пирĕн вăй, ҫитĕнӳсем тума та  ун чухне аван», тесе сăмаха пĕтĕмлетнĕ регион Ертӳҫи.  

Фоторепортаж



06 февраля 2019
08:37
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter