Паян Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕпе «Деловая Россия» Пĕтĕм Раҫҫейри обществăлла организаци пĕр-пĕринпе килĕшсе ĕҫлемелли ĕҫ хутне алă пусса ҫирĕплетнĕ

Чувашия развивает сотрудничество с «Деловой Россией»Нарăс уйăхĕн 6-мĕшĕнче Мускавра «Деловая Россия» Пĕтĕм Раҫҫейри обществăлла организацийĕн форумĕ иртет. Наци аталанăвĕн ҫитĕнĕвĕсенче бизнес пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнни пирки ертӳҫĕсем тарăн сӳтсе явнă.

Паян Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕпе «Деловая Россия» Пĕтĕм Раҫҫейри обществăлла организаци пĕр-пĕринпе килĕшсе ĕҫлемелли ĕҫ хутне алă пусса ҫирĕплетнĕ.

Документа Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев тата «Деловая Россия» Пĕтĕм Раҫҫейри обществăлла организацийĕн Президенчĕ Алексей Репик алă пусса ҫирĕплетнĕ. Ӳлĕмрен тата та ҫак килĕшĕве пула пĕр-пĕрин хушшинчи ĕҫлĕ ҫыхăнусем сарăлĕҫ, пысăк шая хăпарĕҫ. Ĕҫ хутне тĕпе хурса, икĕ ен предпринимательлĕх сферине аталантарассипе ҫыхăннă ыйтусемпе тарăнрах ĕҫлеме тĕллев лартнă, бизнеса вăй илме условисем хатĕрлес ыйту ҫине тимлĕх уйăрма пăхса хăварнă. Реионта конкуренци, инвестици хăватлантăр тесе майсем тупма палăртнă.



06 февраля 2019
15:15
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter