«Деловая Россия» Пĕтĕм Раҫҫейри обществăлла организацийĕн XI форумĕн пленар ларăвне Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев хутшăннă

Михаил Игнатьев принял участие в пленарном заседании XI форума Общероссийской общественной организации «Деловая Россия»Нарăс уйăхĕн 6-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев «Деловая Россия» Пĕтĕм Раҫҫейри обществăлла организацин ĕҫлĕ форумне хутшăннă. Уҫă калаҫусен тĕп теми – наци тĕллевĕсене пурнăҫлассинче бизнес пĕрлешĕвĕн витĕмлĕхĕ.

Форумра чи малтан Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Владимирович Путин калаҫнă.

Патшалăх Ертӳҫи бизнес стратегиллĕ ыйтусене татса парассинче чăнласах та пысăк тĕрев панине каланă. «Предпринимательлĕх тытăмĕ шăпах та, халăх валли ĕҫ вырăнĕсем хатĕрлет. Граждансен тупăшне ӳстерме май парать, ĕҫ укҫине те парса тивĕҫтерет. Мĕн чухлĕ нумайрах пысăк предприятисем, ҫавăн чухлĕ лайăхрах ҫынсене валли условисем хатĕрленеҫҫĕ. Каламасăрах паллă, экономика та хăватланасси куҫкĕретех. Ҫĕршыв аталанăвĕ предпринимательсенчен чылай килет. Граждансен пурнăҫ условийĕн шайĕ лайăхланать, кăмăл-туйăм халăхăн ырă енне куҫать», – хушса каланă вăл.  

Наци проекчĕсем Раҫҫейе ҫĕнĕ вăй-хăват кӳме пулăшаҫҫĕ.  Проектсем малта пыракан пысăк технологисене тĕпе хурса ĕҫлесе пыма май параҫҫĕ. Пирĕн предпринимательлĕх тытăмĕ таварсене пахалăх енчен пысăк шайра тирпейлесе кăларсан, вĕсем пĕр сăмахсăрах тĕнче шайĕнчи рынока кĕме пултараҫҫĕ. Хамăрăн ҫĕршывра кăна вăй илсе пымалла мар, ют ҫĕршывсенче те ӳсĕмлĕ кăтартусем пулмалла.  

Ҫĕршыв Президенчĕ хăш-пĕр ҫивĕч ыйтусем пирки чарăнса тăнă, бизнеса аталантарса пыма кирлĕ пек условисем хатĕрлемеллине, чăрмавсем кӳме юраманнине, конкуренци йĕркелесе памаллине асăннă.  Апла пулсан, влаҫ органĕсенче тăрăшакансен предпринимательлĕх пайĕнче ĕҫлекенсемпе пĕр-пĕринпе килĕшсе тухăҫлă ĕҫлесе пымаллине чĕнсе каланă.

Пленар канашлăвĕ вĕҫленнĕ хыҫҫăн, Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев журналистсен ыйтăвĕсем ҫине хурав панă. Регион Пуҫлăхĕ форумра бизнес тата влаҫ хушшинчи ĕҫлĕ ҫыхăнăва сарасси ыйту кăсăклă тесе хакланă.  Чăнласах та, пĕр-пĕринпе килĕшсе ĕҫлесен, тухăҫлăх ӳсесси куҫкĕретех тенĕ вăл сăмаха тăсса. Раҫҫей Президенчĕ ҫу уйăхĕнче алă пусса ҫирĕплетнĕ указри тĕллевсене пурнăҫа кĕртсе пыма та меллĕ пулĕ тенĕ Ертӳҫĕ. Сăмах май, Чăваш Республикинче влаҫ тата бизнес пĕрне пĕри яланах ăнланса килĕштерсе ĕҫленине тепĕр хут ҫирĕплетсе каланă вăл.

«Эпир час-часах предпринимательлĕх пайĕнче тăрăшакансемпе тачă ҫыхăну тытса тăратпăр. Уҫă клаҫусем йĕркелетпĕр. Хăш-пĕр ыйтусем ҫивĕҫ тĕрĕслеве те кĕреҫҫĕ. Пире бизнес-пĕрлешӳре тимлекенсем хăйсене кăсăклантаракан ыйтусене пĕлтерсех тăраҫҫĕ. Эпир вĕсене татса парассишĕн кирлĕ пек мерăсем йышăнса хăваратпăр. Форумра нумай ҫĕннине пĕлтĕмĕр, малашнехи ĕҫре пире валли усăллă канашсем пулчĕҫ. Ку вара чи пахи», – тесе пĕтĕмлетсе каланă хăйĕн сăмахне республика Ертӳҫи Михаил Игнатьев.

«Деловая Россия» обществăлла организацийĕн председателĕн ҫумĕ, промышленноҫа аталантарассипе ĕҫлекен Фондăн Экспертсен канашĕн председателĕ Антон Данилов-Данильян хăйĕн шухăшне пĕлтернĕ. Кашни регионта хăйне евĕр ырă ĕҫсем пуррине палăртнă. Апла пулсан, предпринимательсен пĕлсе тăмалла, хăш регионта вĕсене вăй илсе хăватланма лайăх пулнине.  Патшалăх пулăшăвне тивĕҫме тимлĕ ĕҫлемеллине те пĕлмелле. Республика инвестици илĕртӳллĕхĕн ĕҫ кăтартăвĕпе ыттисемшĕн ырă тĕслĕх вырăнĕнче. Чăваш Енре  бизнеса вăй илсе пыма питĕ лайăх тесе пĕр хутчен ҫеҫ мар ҫирĕплетсе каланă предпринимательлĕх пайĕнче тăрăшакансем.

  Форумра нумай пысăк хăнасем пуҫтарăннă, вĕсен йышĕ пин ҫурăран та иртсе кайнă. Уҫă калаҫăва тĕрлĕ министерствăсенче тăрăшакансем, РФ субъекчĕсен ертӳҫисем, Раҫҫейри чи пысăк предприятисемпе организацисен пуҫлăхĕсем, экспертсен пĕрлешĕвĕн пайташĕсем чылайăн килсе ҫитнĕ.

Фоторепортаж



07 февраля 2019
09:01
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter