Чăваш Республикине Раҫҫей Федерацийĕн культура Министрĕ Владимир Мединский килсе ҫитнĕ

Министр культуры Российской Федерации Владимир Мединский прибыл в ЧувашиюНарăс уйăхĕн 8-мĕшĕнче Чăваш Республикине Раҫҫей Федерацийĕн культура Министрĕ Владимир Мединский килсе ҫитнĕ. Сумлă хăнана Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин, Чăваш Республикин культура министрĕ Константин Яковлев кĕтсе илнĕ.

Паян республикăра Владимир Мединский  Шупашкар хули никĕсленнĕренпе 550 çул тата Чăваш автономи облаçĕ йĕркеленнĕренпе 100 çул çитнине уявлассине тĕпе хурса йĕркеленĕ ĕҫ ушкăнĕн ларăвне ирттерет.

Чăваш Республикинче РФ культура Министрĕ ĕҫлĕ ҫул ҫӳревре пулнă майăн,  СССР космонавт-летчикĕ А.Г. Николаев ячĕллĕ Мемориал комплексне, К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрне тата ытти учрежденисене ҫитсе килме плана кĕртнĕ. 



08 февраля 2019
08:51
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter