Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раҫҫей наукин кунӗ ячӗпе саламлани

Чăваш Республикин наукăн хисеплĕ ĕҫченĕсем!

Сире професси уявĕ ячĕпе саламлатăп!

Наука техника прогресне никĕслет, экономика аталанăвне тата халăхăн пурнăҫ пахалăхне лайăхлатассине тивĕҫтерет.

Чăваш Енĕн наука пĕрлĕхĕ обществăшăн пысăк пĕлтерĕшлĕ тĕпчевсене ăнăҫлă пурнăҫлать, паянхи наукăн тĕп инноваци ҫул-йĕрĕсене тухăҫлă аталантарать.

Пирĕн республикăшăн кăтартуллă пуян ăс-хакăл хăвачĕпе усă курмашкăн Чăваш Ен лайăх условисем йĕркелет. Наукăпа тĕпчев базине ҫирĕплетес, наука шкулĕсене аталантарас, ҫамрăк специалистсем валли професси енĕпе малалла ӳсмелли майсене анлăлатас, аслă шкулсенчи, вăтам професси вĕрентĕвĕнчи наукăна промышленноҫпа пĕтĕҫтерес енĕпе тимлĕх пысăк.

Наукăри ҫитĕнӳсемпе производствăра усă курасси ăнăҫлă пулса пырать. Пирĕн тĕпчев институчĕсем сĕнекен ҫĕнĕлĕхсем пурнăҫпа ĕҫ-хĕлĕн нумай сферинче усă кӳнине, пысăк технологиллĕ производствăсем уҫма май панине палăртма кăмăллă.

Ученăйсем республика аталанăвне хывакан тӳпе малашне те курăмлă пуласси пирки иккĕленместĕп. Хăйсене наукăна халалланă ҫынсене пурне те сывлăх, телей, ҫĕнĕлĕхсем шутласа тупма тата чи хăюллă проектсене пурнăҫа кĕртме сунатăп.

 

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ                                                          Михаил Игнатьев 



08 февраля 2019
07:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter