Шуршăлти А.Г.Николаев космонавт летчикăн Мемориал комплексĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьевпа пĕрле Раҫҫей Федерацийĕн культура Министрĕ Владимир Мединский пулнă

Владимир Мединский и Михаил Игнатьев посетили Мемориальный комплекс летчика-космонавта, дважды Героя Советского Союза А.Г. НиколаеваНарăс уйăхĕн  8-мĕшĕнче Шуршăлти А.Г.Николаев космонавт летчикăн Мемориал комплексĕнче паян халăх нихçанхинчен те ытларах пулнă. Совет Союзĕн икĕ хут Геройĕ, СССР космонавт летчикĕ, Чăваш Республикин хисеплĕ гражданинĕ Андриян Григорьевич Николаев Мемориал комплексĕнче савăнăçлă мероприяти иртнĕ, унта Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьевпа пĕрле Раҫҫей Федерацийĕн культура Министрĕ  Владимир Мединский хутшăннă.  

Раҫҫей культура Министрĕ комплекс ĕҫĕпе паллашнă. Тĕплĕнрех музей ĕҫĕ пирки директор Александр Тукмаков каласа кăтартнă, хăнасене ырă тунă.    

Паллă кун хăнасем космонавтăн вил тăпри ҫине чечексем хунă.

Чăвашсен паллă ывăлĕпе Андриян Николаевпа паллашнă хыҫҫăн, вĕҫевҫĕн тĕнче уҫлăхне тухас туртăм ҫав тери пысăк пулнине курса ĕненнĕ ертӳҫĕсем. Чăваш ялĕнче ҫураласа ӳснĕ ҫăлтăр тĕнчипе паллă ҫын пулса тăни хăйне евĕр пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине асăнса хăварнă Раҫҫей Федерацийĕн культура Министрĕ.

«Ҫитĕнекен   яш-кĕрĕмшĕн космонавт чăн-чăн тĕслĕх. Ăна ĕмĕр асра тытать ҫĕршывăмăр», – тенĕ Министр.  

Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче Андриян Григорьевич ҫав тери  кăткăс ĕҫсем пурнăҫланине аса илсе хăварнă. Вăл мĕнпур йывăрлăхсене парăнтарма пĕлнине уйрăммăн палăртнă регион Пуҫлăхĕ.  Михаил Игнатьев пурне те мухтавлă ентешĕмĕр пек пулма, унран тĕслĕх илме, тăван республикăшăн тăрăшса ĕçлеме чĕнсе каланă.  Шуршăл чăвашĕ хăйĕн паттăр ĕçĕсемпе тăван республикăна чапа кăларнине, Çĕр чăмăрĕн пĕр пĕчĕк пайĕнче чăвашсем пурăннине тĕнчене пĕлтернине асăннă.  Совет Союзĕн икĕ хут геройĕ, СССР космонавт летчикĕ, Чăваш Республикин хисеплĕ гражданинĕ Андриян Григорьевич Николаев пурин асĕнче те ĕмĕрлĕхех тесе сăмаха пĕтĕмлетнĕ республика Пуҫлăхĕ.

Мемориаллă комплекса 1972 ҫулта раштав уйăхĕн 14-мĕшĕнче хута янă.  А.Николаевăн мухтавлă ĕçĕ-хĕлĕ нихăçан та манăçмĕ. Ăна малалла тăсакансем ӳссех пыраççĕ.

Музей ҫав тери чаплă, кулленех халăх унта ҫӳрет. Ҫулсерен 50 пин ытла ҫын музей ĕҫĕ-хĕлĕпе паллашать. Ют ҫĕршывсенчен те тăтăшах хăнасем килме кăмăл туни куҫкĕретех. 

Фоторепортаж 



08 февраля 2019
17:46
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter