Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев тата Раҫҫей Федерацийĕн культура Министрĕ Владимир Мединский К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче пулнă

Владимир Мединский: «Я увидел в Чувашии искреннее, неравнодушное отношение к проблемам культуры»Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев тата Раҫҫей Федерацийĕн культура Министрĕ Владимир Мединский нарăс уйăхĕн 8-мĕшĕнче К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче пулнă.  Владимир Мединский артистсем репетици тунă ҫĕре ҫитсе курнă, СССР халăх артисткине Вера Кузьминана чечек пуххине парнеленĕ. 

Хыҫҫăн сцена ăстисемпе «ҫавра сĕтел» мелĕпе уҫă калаҫу ирттернĕ. Тĕлпулу вăхăтĕнче Чăваш Республикин культура министрĕ Константин  Яковлев кĕскен республикăн культура тĕнчипе паллаштарнă, хăш-пĕр ҫитĕнӳсем пирки чарăнса тăнă. Пуласлăх валли лартнă тĕллевсем ҫинчен те каласа ăнлантарнă. Чăваш патшалăх пукане театрĕн директорĕ, Чăваш Республикин тава тивĕҫлĕ культура ĕҫченĕ Елизавета Абрамова хăйĕн сăмахĕнче, патшалăх пысăк тĕрев панине кура, регионта театрсем кирлĕ пек шайра аталанса пынине пĕлтернĕ. Ҫĕнĕрен те ҫĕнĕ культура ҫурчĕсем ҫĕкленеҫҫĕ, объектсене тĕпрен реконструкцилеҫҫĕ тенĕ сăмаха малалла вакланă май ертӳҫĕ. Керменсем пĕтĕмпех паянхи пурнăҫ таппине тӳр килсе пыраҫҫĕ тесе сăмаха тăснă. «Культура малой Родины» парти проекчĕ пурнăҫа анлăн кĕрсе пырать, театрсем ӳссе пыраҫҫĕ. «Пирĕн тĕллев – халăха хавхалантарасси, тĕрĕс ҫулпа пыма вĕрентесси, культурăна хисеплеттересси», – палăртнă вăл.      

Раҫҫей Федерацийĕн халăх артистчĕ, Чăваш патшалăх академи симфони капеллин тĕп дирижерĕ Морис Яклашкин Министрпа канашланă май, Чăваш Енри ачасен хорĕ пирки каласа кăтартнă, питĕ пултаруллă тесе пĕлтернĕ.  

Геннадий Козлов чăваш халăх ӳнерҫисен тавракурăмлăхĕ пирки чарăнса тăнă, 2017 ҫулта музейра «Кĕмĕл тупра пурлăх» курав хатĕрленнине хыпарланă. Тепĕр пысăк ĕҫ пирки те каласа хăварнă вăл. Пирĕн ентешĕмĕр, В.И.Чапаев ячĕпе хисепленсе тăракан музей ҫĕнелесси те куҫкĕретех.  Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн грантне тивĕҫни пысăк витĕм кӳрет. Пулăшупа ҫурта тĕпрен хитрелетсе илемлетме тĕллев лартнă.

Чăваш Республикин наци вулавăшĕн директорĕ Светлана Старикова Министра  районсенчи библиотекăсене «Культура» наци проектне кĕртсе хăварма витĕм кӳнĕшĕн тав тунă. 

Раҫҫей Федерацийĕн культурăн тава тивĕҫлĕ ĕҫченĕ Ольга Петрова педагогсен пĕрлешĕвĕ, ашшĕ-амăшĕсен ячĕпе мухтаса тав сăмахĕсем каланă Раҫҫей Федерацийĕн Культура министерствине, Чăваш Республикин Пуҫлăхне. Ачасен тавра курăмлăхне аталантарма май паракан шкулсене сахал мар патшалăх енчен пулăшу куҫнине ҫирĕплетнĕ вăл. Шкулсен пурлăхпа техника бази пуянланнă тесе сăмаха ҫавăрнă.

Раҫҫей Федерацийĕн культура Министрĕ Владимир Мединский Чăваш Республикинчи культура тытăмне пысăка хурса хакланă.  «Питĕ кăмăллă пулчĕ. Пĕтĕмпех курса ĕнентĕм. Чăнласах та, Чăваш Республикинче регион ертӳлĕхĕ культура ыйтăвĕсем ҫине пысăк тимлĕх уйăрнине туйрăм. Пур ҫĕрте те йĕрке хуҫаланать. Сахал мар укҫа уйăрнă республика бюджетĕнчен культурăна вăй илтерме. Объектсем ҫĕнĕ, пур ҫĕрте те илемлĕ, таса. Пирĕн вара ĕҫлеме пĕлекенсене, хамăр енчен тата та пулăшсах тăрас килет»,  тесе пĕлтернĕ Министр.

Кăҫал ҫĕршывра Театр ҫулталăкĕ тесе йышăннă. Ачасен театрĕсене аталантарас ыйту ҫине патшалăх пысăк тимлĕх уйăрма тĕллев лартнине хыпарланă Министр. Федераци хыснинчен сахал мар укҫа уйăрма пăхса хăварнă тенĕ вăл. 

Владимир Мединский ытти актуаллă ыйтусем пирки те сăмахланă, ялсенче клубсем, театрсем, пĕр сăмахсăрах аталанмаллине, вĕсене май килнĕ таран пулăшса пымаллине чĕнсе каланă. 

«Эсир палăртнă шухăшсем мана питĕ килĕшрĕҫ. Тĕрĕс ҫул-йĕрпе пыма вĕрентес текен ăнлав малти вырăна тухни уйрăмах пĕлтерĕшлĕ. Тепре чухне пулса тухать ҫапларах, режиссерсем халăха тĕлли-паллисĕр савăнтарма тăрăшаҫҫĕ, ҫавăнтах воспитани пирки сăнарсене манăҫа кăлараҫҫĕ. Кун пек пачах та тума юрамасть»,  тенĕ Министр.  

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев уҫă канашлăва хутшăннисене мухтанă, чăваш йăли-йĕркине, халăхăн культурине упраса хăварассинче пысăк тӳпе хывнăшăн тав сăмахĕсем каланă. «Историне манма юрамасть. Пуласлăх пирки пирĕн шутламалла. Халăхăн йăли-йĕркине тĕпе хурса пурăнмалла, ҫитĕнекен ăрăва та кулленех кун пирки вĕренсе пымалла», –  тесе сăмаха пĕтĕмлетнĕ вăл. Сăмах май, Мускавра Чăваш Республикин кунне анлă ирттернĕ чухне хăш-пĕр килĕшӳсем ҫирĕплетни пирки те аса илсе хăварнă.  

Фоторепортаж



09 февраля 2019
12:11
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter