Министр филармонири реконструкци ĕҫĕсемпе паллашрĕ
РФ культура министрĕ Владимир Мединский ҫитнĕ тепĕр объект - Чӑваш патшалӑх филармонийĕ. Ӑна Николай Казаков директор кĕтсе илчĕ.
Кунта 2017 çулхи авăн уйăхĕнчен вара реконструкци ĕçĕсем пыраççĕ. Министр проектпа паллашрĕ, строительство ĕҫĕсем пыракан зала кĕрсе курчĕ.
Тĕп подрядчик — «Возрождение» строительствăпа промышленноç компанийĕ» АУО. Планпа палăртнă тăрăх, ĕçсене 2020 çулта раштав уйăхĕнче вĕçлемелле.
Строительство хакĕ — 372,24 млн тенкĕ. Хальхи вăхăтра çурт тулашне çĕнетеççĕ, шалта та хĕрÿ ĕçсем пыраççĕ. Объекта субподрядчиксене хутшăнтараççĕ. Пурĕ 40-70 çын вăй хурать.