Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев халăха харпăр хăй ыйтăвĕсемпе йышăннă

Глава Чувашской Республики провел прием граждан по личным вопросамПуш уйăхĕн 1-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕн Чăваш Енри йышăну уйрăмĕнче халăха харпăр хăй ыйтăвĕсемпе йышăннă.

Куславкка тăрăхĕнчен килнĕ пенсионерка Людмила Рожнова хăйĕн сăмахĕнче республика Пуҫлăхĕпе калаҫнă чухне, вăл пурăнакан ялта пурĕ 400 ҫын шутланнине пĕлтернĕ. Ҫуркунне тата кĕркунне вăхăтĕнче урамри ҫулсем юрăхсăра тухнине асăннă пенсионерка.  Васкавлă пулăшу памалли машинăпа МЧС службисен техникисем халăх патне ниепле те вăхăтра ҫитейменнине пăшăрханса каланă. Шыв-шур вăхăтĕнче уйрăмах машинăсем асап тӳсеҫҫĕ тенĕ сăмаха тăсса.  

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев ватă пурăнакан ялта автомашина ҫулне сарма плана кĕртнине, хальхи вăхăтра объектăн проекчĕ те хатĕр тесе хыпарланă, 3 ҫухрăма тăсăлса выртакан автомашина ҫулне ҫитес ҫулта тĕпрен юсассине пĕлтернĕ.  

«Ҫулсем лайăхлансан, халăх валли пурăнма тата та  хăтлă условисем йĕркеленĕҫ. Ҫамрăксем яла тăрса юлĕҫ, мăшăрланса ҫемье ҫавăрĕҫ, ĕҫлесе тăван ял сумне ҫĕклеме пулăшĕҫ.  Ялта пурăнакансен пурнăҫ условийĕн шайне хăпартса пырасси – патшалăх политикин тĕп приоритечĕ», – тесе сăмаха пĕтĕмлетнĕ регион Пуҫлăхĕ.

Ҫĕмĕрле хулинчен килсе ҫитнĕ ТСЖ председателĕ Надежда Морозова республика Пуҫлăхне вĕсен тăрăхĕнче тавралăха тирпей-илем кĕртес ĕҫ ҫине вырăнти халăх, влаҫ пысăк тимлĕх уйăрнине асăннă.  Йăлари хытă каяшсене пухса тирпейлессипе «МВК Экоцентр» вăхăтра ҫӳп-ҫапа вырăнтан илсе тухнине, граждансем кăмăллă пулнине хыпарланă.  Нимĕнле чăрмавсем те пулманнине, графика ҫынсем пĕлсе тăнине, ыйтусене вăхăтра тивĕҫтернине асăннă вăл сăмаха тăсса. Муниципалитет пĕрлешĕвĕнче контейнерсем ҫителĕклĕ тенĕ Надежда Морозова. «Эпĕ, ТСЖ председателĕ пулнă май, мĕнпур ĕҫсемпе кăмăллă, тавах ертӳҫĕсене ҫакăн пек йышăну тунăшăн», тенĕ вăл.    

Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче сахал тупăшлă ҫемьесене патшалăх енчен ЖКХ пулăшăвĕсемпе усă курнăшăн субсиди тивĕҫтермелли виҫесем пирки хыпарсене вăхăтра пĕлтерсе тăма чĕнсе каланă. Тепре чухне халăх ăнланмасăр, калаҫу ан хускаттăр тенĕ вăл. 2018 ҫулта социаллă пулăшу пама граждансене валли 300 млн пăхса хăварнă.

Надежда Морозова Ҫĕмĕрле хулинчи хутса ăшăтмалли система пирки ыйтса пĕлнĕ Пуҫлăхран.  Вăл пурăнакан вырăнта объектсем кивелнĕ, ăна пула ăшăпа тивĕҫтерес ĕҫ кирлĕ пек шайра пулса пымасть тенĕ хĕрарăм. Тепре чухне кăлтăксем сиксе тухнă тĕслĕхсем те пулкалаҫҫĕ тесе хыпарланă сăмаха ҫавăрса.

2019 ҫулта Чăваш Енре патшалăх программине тĕпе хурса, Ҫĕмĕрлере 3 котельнăй хута яма план тунă тенĕ регион Пуҫлăхĕ. Республика бюджетĕнче объектсене хута яма пурĕ 200 млн уйăрса хăварнă тенĕ Ертӳҫĕ сăмаха малалла тăснă май. Апла пулсан, ӳлĕмрен муниципалитетра 5 котельнăй ĕҫлеме пултарать.

«Хутса ăшăтмалли системăсем пирки, халăха ăшă шывпа тивĕҫтересси ыйтусем туллин пурнăҫланса  пынăпа пĕрех хулара. Пăшăрханма кирлĕ мар, пурте йĕркеллĕ пулĕ», тенĕ регион Пуҫлăхĕ. 

Улатăр районĕнчен килнĕ Валерий Кузин республика Ертӳҫине газификаци ыйтăвĕ пирки каласа кăтартнă. 2015 ҫулта вăл ҫĕнĕ ҫурт хăпартса лартнă. Район администрацине вĕсен ҫуртне программăна кĕртсе хăварма ыйтса ҫырупа та тухнă имĕш арҫын, анчах та, проект экспертиза тухайман, ыйту вăрăма тăсăлса кайнă. 

Республика Пуҫлăхĕ газ кĕртессипе ĕҫсене пĕтĕмпех халăх шучĕпе тума юраманнине асăннă, ытти майсем йĕркелеме сĕннĕ вырăнти администраци ертӳлĕхне.

Халăхăн пуҫаруллă проекчĕсем пирки сăмахланă май, республика Пуҫлăхĕ ҫапларах каланă: "Кăҫал халăхăн проекчĕсемпе ĕҫлеме 210 млн пăхса хăварнă. Вĕсенчен 70 проценчĕ республика хыснинчен, ытти вара граждансен тӳпи», тенĕ Михаил Игнатьев. «Енчен те вырăнти халăхпа калаҫса килĕшсен, вĕсем хирĕҫ пулмасан, вăл укҫаран газификаци ыйтăвне те уҫăмлатма май пулĕ. Кун пек вариант та пур», тенĕ Михаил Игнатьев.

Элĕк салинчен килсе ҫитнĕ «Хĕлхем» ДЮСШ тренерĕ Александр Тимофеев ҫамрăк специалистсене хваттер тивĕҫтерме епле условисем пуррипе ҫукки ҫинчен ыйтса пĕлнĕ регион Пуҫлăхĕнчен.

Михаил Игнатьев 2019 ҫулта Элĕк районне ҫуртсем хăпартма, граждансен пурăнмалли хваттерĕсене лайăхлатма, ҫамрăк специалистсене тĕрев пама 2,18 млн бюджетран уйăрса хăварнине хыпарланă. Паян йышăну пӳлĕмне килнĕ ҫамрăк, палăртнă тăрăх, черетре тăрать. Кăҫал вăл хваттерлĕ пуласси куҫкĕретех, черетре пĕрремĕш. 

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ кăҫал граждансен ҫурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма пĕтĕмпе 112,5 млн республика бюджетĕнче пăхса хăварнине пĕлтернĕ.  Вăл укҫапа 116 граждан хваттерĕ пулĕҫ, вĕсенчен шăпах та, 94-шĕ ҫамрăк специалистсем.

Кукеҫрен килнĕ Лиана Суркова район больницине хăҫан тĕпрен юсама тытăнĕҫ тесе кăсăкланнă республика Пуҫлăхĕнчен.  Сиплев учрежденийĕнче ачасене валли условисем япăхланса ҫитнине асăннă хĕрарăм.

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев ыйтăва итленĕ май, ҫапларах хурав панă: «2019 ҫулта объекта тĕпрен юсав ĕҫне пурнăҫлама плана кĕртнĕ.  Республика хыснинче ăна валли укҫа-тенкĕ те пăхса хăварма шут пур.  Планпа килĕшӳллĕн, 5,2 млн уйăрасси те паллă.  Апла пулсан, медицина учрежденийĕ тĕпрен ҫĕнелĕ», тенĕ вăл. 

Фоторепортаж



01 марта 2019
16:20
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter