Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев террора хирĕҫ кĕрешессипе ĕҫлекен комиссийĕн ларăвне ирттернĕ

Михаил Игнатьев провел заседание антитеррористической комиссии в Чувашской РеспубликеНарăс уйăхĕн 28-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ  Михаил Игнатьев террора хирĕҫ кĕрешессипе ĕҫлекен комиссийĕн ларăвне ирттернĕ.  

«Чăваш Енре пурăнакансене хăрушсăрлăхпа тивĕҫтересси –тĕп тĕллевсенчен пĕри тесен те йăнăш мар. Пĕтĕмĕшле калас пулсан, регионта обществăлла политика лару-тăрăвĕ пĕр тикĕс лайăх аталанса пырать. Патшалăх влаҫ органĕсемпе вырăнти хăй тытăмлăх пайĕнче тăрăшакансем хушшинче ҫирĕп ҫыхăну пур. Право хуралĕнче ĕҫлекенсемпе те тухăҫлă ĕҫлесе пыни куҫкĕретех. Мероприятисене комплекслă йĕркелени ҫитĕнӳсем тума витĕм кӳреҫҫĕ», палăртнă хăйĕн ум сăмахĕнче регион Ертӳҫи.

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ нумаях пулмасть Раҫҫей Федерацийĕн строительство Министрĕн ҫумĕпе Андрей Чибиспа уҫă калаҫу ирттернĕ вăхăтра, халăха хăрушсăрлăхпа тивĕҫтересси ыйтăва тарăн сӳтсе явнине тепĕр хут аса илсе хăварнă. Хулан хутлăхне хăтлăлатассипе «Ăслă хула» программа пурнăҫа анлăн кĕрсе пынине те палăртнă. Право хуралĕнче тимлекенсен ĕҫне ертӳҫĕсем пысăк хак панине аса илнĕ. Чăнласах та, регионти пулса пыракан ĕҫсем ыттисемшĕн тĕслĕх тесе хакланă.

«Пĕтĕмĕшле ҫӳлерех палăртнă тытăм ăнăҫлă ĕҫлет. Хальхи вăхăтра ытларах информаци технологийĕсене тĕпе хурса ĕҫлемелле. Пĕрлĕхлĕ тытăм пулсан, туххăмрах ыйтусене татса пама меллĕ», тесе каланă хăй сăмахĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.    

Транспорт инфратытăмне хăрушсăрлăхпа тивĕҫтерессипе пурнăҫланă мероприятисем ҫинчен Чăваш Республикин транспорт тата ҫул-йĕр хуҫалăхĕн министрĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Евгений Павлов тарăн доклад тунă.

Регионта пурĕ транспортпа ҫыхăннă объектсене 38 категорине пайласа тухнă, вĕсенчен 34-шĕ чукун ҫулсемпе ҫыхăннă. Сывлăшри тата шыври транспортсем те хăйне евĕр, вĕсем ҫине те пысăк тимлĕх уйăрмаллине асăннă вăл.   План ҫирĕплетнĕ, мероприятисем анлă тесе хыпарланă министр тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан. Ятарлă служба ĕҫченĕсем объектсене планпа килĕшӳллĕн вăхăтра тухса тĕрĕсленĕ. Ҫитменлĕхсем те ҫук мар, йĕрке пăснисене явап тыттараҫҫĕ.   

Лару ĕҫне пухăннисем хăрушсăрлăхпа тивĕҫтерессипе ҫыхннă ыйтусене тарăн сӳтсе явнă май, укҫа-тенкĕ ыйтăвĕсене те тапратнă. Бюджетран укҫа илекеннисене паллă, тĕрев пама пулать, анчах та хăйсем тĕллĕн коммерциллĕ майпа ĕҫлекен харпăр хăй предприятисене пулăшу пама ирĕк ҫуккине асăннă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ. Бюджет саккунне пăсма юрамасть тенĕ Ертӳҫĕ сăмаха малалла тăсса.

«Бизнесра ĕҫлекенсен хăрушсăрлăх ыйтăвĕ ҫине чи пĕрремĕш тимлĕх уйăрмалла. Халăх пурнăҫĕ нимрен те хаклăрах, ун пирки манма юрамасть. Объектсенче асăрхануллă пулмалла, хăрушсăрлăх йĕркисене ҫирĕп пăхăнмалла, граждансене сыхă тăмалла», тенĕ регион Ертӳҫи. Кун йĕркипе килĕшӳллĕн уйрăм ертӳҫĕсен доклачĕсене итленĕ, ҫамрăксем хушшинчи  лару-тăрăва тишкернĕ. Чăваш Республикинчи террора хирĕҫ кĕрешессипе ĕҫлекен комиссийĕн аппарачĕн ертӳҫи Евгений Терешин республикăри наукăпа вĕрентӳ центрĕн ĕҫĕ ҫинчен каласа кăтартнă, Шупашкарти кооператив институчĕ ҫумĕнчи центр 2017 ҫулта йĕркеленнине асăннă, унта тăтăшах тĕрлĕ семинарсем, ĕҫлĕ тĕлпулусем иртнине палăртнă, ҫамрăксене тĕрĕс ҫулпа пыма вĕрентессипе сахал мар мероприятисем ирттернине хыпарланă.  

Центрта 20172018-мĕш ҫулсенче пурĕ профилактика тĕлĕшĕнчен 10 пысăк мероприяти йĕркеленĕ. Чылай пĕлтерĕшлĕ ыйтусемпе уҫă калаҫусем пулнине те асăннă вăл. Кăҫал, Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕ 2018 ҫулта раштав уйăхĕн 28-мĕшĕнче йышăнса хăварнă Комплекслă Плана тĕпе хурса, ҫĕнĕ мероприятисем республика шайĕнче кĕртсе хăварассине палăртнă, профилактика ĕҫне сарассине пĕлтернĕ ертӳҫĕ.

 Кун йĕркине кĕртнĕ ытти ыйтусене те пăхса тухнă, кашнинпех тивĕҫлĕ йышăнусем тунă.  

Фоторепортаж



01 марта 2019
08:58
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter