Вӑрмар районӗнчи Аслӑ Чак ялӗнче шкулăн пĕр пайĕ йӑтӑнса аннине, Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе тата федераци службисен регионти уйрăмĕсен ертӳҫисемпе планеркăра пăхса тухнă

Вӑрмар районӗнчи Аслӑ Чак ялӗнче шкулăн пĕр пайĕ йӑтӑнса аннине, паян Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе тата федераци службисен регионти уйрăмĕсен ертӳҫисемпе кашни эрнере пулакан ĕҫлĕ планеркăра, анлăн пăхса тухнă.

Инкек пуш уйăхĕн 10-мĕшĕнче сиксе тухнă. Палăртса хăвармалла, шкула 1974 ҫулта хăпарнă.  Объектăн пӗр стени тата ҫивиттин пӗр пайӗ йӑтӑннӑ. Пăтăрмах вăхăтĕнче ҫынсем пулман, никам та шар тӳсмен. Хуралҫă объектра пулнă, вăл инкеке лекмен. Ӳлĕмрен шкулпа усӑ курма юранипе юраманнине  специалистсем тĕпченĕ хыҫҫăн палӑртӗҫ.

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ тӳрех ыйтăва ҫирĕп тĕрĕслеве илнĕ, ятарлă службăсене вырăна тухса тĕрĕслеме хушу панă.

Кĕскен: шкулта 1-9-мӗш классенче 32 ача вӗреннӗ, шкул ҫулне ҫитменнисен ушкӑнне 22-ӗн ҫӳренӗ. Паянтан вӗсене урӑх ҫӗре турттарма тытӑннӑ: 1-9 классенчисене — Аслӑ Пинерти вӑтам шкула, шкул ҫулне ҫитменнисене — Пысӑк Енкассине. Кун пирки ҫирĕплетсе каланă Чăваш Республикин вĕренӳ тата ҫамрăксен политикин министрĕ Сергей Кудряшов.

Чăваш Енри ГКЧС Председателĕ Вениамин Петров объекта тĕрĕслев ĕҫĕсем пынине, каярах пĕтĕмлетӳ тунă хыҫҫăн, арканнă стена хыҫҫăн пухăннă вак-тĕвеке пухса тирпейлессипе ĕҫ пуҫланасса хыпарланă.

Чăваш Республикин строительство министрĕ Алексей Грищенко специалистсем палăртнă тăрăх, пĕтĕмпех паллă пулĕ малалла мĕн пуласси тенĕ.     

РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗ ӗнерех ку фактпа тӗрӗслев пуҫарнӑ. Тӗпчевҫӗсен ӗҫне управлени пуҫлӑхӗ хӑй тӗрӗслесе тӑрӗ.

Пурне те оперативлă ĕҫленĕшĕн Михаил Игнатьев тав тунă, кĕске вăхăт хушшинчех ыйтусене уҫăмлатма чĕнсе каланă.  



11 марта 2019
12:35
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter