Ҫăлавҫăсем Чăваш Енре ҫуркуннехи тапхăрпа килекен шыв-шура хирĕҫ тăма хатĕрленеҫҫĕ

  Пуш уйăхĕн 11-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев кашни эрнере пулакан ĕҫлĕ планеркăна федераци службисен регионти уйрăмĕсен ертӳҫисемпе тата Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе ирттернĕ. Кун йĕркинчи ҫивĕч ыйтусенчен пĕри – ҫуркуннехи шыв-шур тапхăрĕнче халăха хăрушсăрлăхпа тивĕҫтересси.

Чăваш Енри ГКЧС председателĕ Вениамин Петров хăйĕн сăмахĕнче пысăк юхан шывсенче хальлĕхе пăр капланса выртнине хыпарланă.

Пăр ҫийĕн йĕпе юр хулăн выртать. Апла пулсан, ăнсăртран шыв капланса юхассинчен вĕсем чарса тăрĕҫ. Кун пирки специалистсем ҫирĕплетсех калаҫҫĕ. Сăр тата Ҫавал юхан шывсем ака уйăхĕн варринче пăртан тапранасси паллă.  Атăл вара ака уйăхĕн тепĕр ҫурринчен юхма пуҫлĕ теҫҫĕ ятарлă специалистсем.   Кăҫал регионта 17 муниципалитет пĕрлешĕвĕнчи 57 ял тăрăхне шыв юхса кĕме пултарас хăрушлăх пур. Сăр шывĕ яланхиллех чăрмав кӳрĕ, халăха кăлтăксем кăларса тăратма пултарĕ.   Улатăр хулинче, Патăрьелĕнче, Елчĕкре, Каҫал енре, Ҫĕрпӳре шыв-шур вăхăтĕнче асăрхануллă пулмалла, тимлĕхе ҫухатма юрамасть граждансен.

Чăваш Енри ГКЧС председателĕ граждансене валли, инкек сиксе тухасран сыхланмалли хатĕрсем ҫителĕклĕ пулнине, ятарлă службăсем кунĕ-ҫĕрĕпе объектсенче хурал тăнине пĕлтернĕ.  Никамăн та шикленме кирлĕ мар, пĕтĕмпех ĕҫ-пуҫ йĕркеллĕ пулĕ.  

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев хатĕрленӳ ĕҫĕсене планпа килĕшӳллĕн пĕтĕмпех йĕркелесе пымаллине чĕнсе каланă. Ниҫта та пăтăрмахсем кăларса тăратма юрамасть тенĕ вăл сăмаха ҫавăрса.

Чăваш Республикин Транспорт тата ҫул-йĕр хуҫалăхĕн министерствин ҫулсене уйрăмах тĕрĕслесе пымаллине, организацисен автомашина ҫулĕсене тирпейлесех тăмаллине, пăрсем пулмалла маррине, шыв кӳлленчĕкĕсем капланса вырмалла маррине каланă вăл. Хĕлле хыҫҫăн пурин те асăрхануллă пулмалла.  



11 марта 2019
15:18
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter