Паян Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕн Атăлҫи федераци округĕнчи полномочиллĕ представителĕ ҫумĕнчи Канашĕн ларăвне хутшăннă

В 2019 году Чувашия в числе 16 регионов России получит субсидию из федерального бюджета на создание и развитие центра одаренных детейПуш уйăхĕн 12-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕн Атăлҫи федераци округĕнчи полномочиллĕ представителĕ ҫумĕнчи Канашĕн ларăвне хутшăннă.  Мероприятине Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕн Атăлҫи федераци округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Игорь Комаров Удмурт Республикинчи Ижевск хулинче халăхсен Туслăх ҫуртĕнче ирттернĕ.

Кун йĕркинчи тĕп ыйтусем – ҫитĕнекен ҫамрăксене, пултаруллисене тупса палăртасси, вĕсене ĕҫпе тивĕҫтересси.  Паллă пулăма Раҫҫей Федерацийĕн ҫутĕҫ Министрĕн ҫумĕ Ирина Потехина хутшăннă. 

Ларăва уҫнă май, Игорь Комаров пултаруллă ҫамрăксемпе ĕҫлесси, вĕсене валли тухăҫлă условисем йĕркелесе тăратасси – вĕрентĕве 2019-2024-мĕш ҫулсенче аталантарса пымалли планăн тĕп тĕллевĕсем пулса тăнине асăнса хăварнă. Кун пирки Раҫҫей Президенчĕ Владимир Путин 2018 ҫулта ҫу уйăхĕн 7-мĕшĕнче алă пусса ҫирĕплетнĕ 204 №-лĕ Указĕнче те палăртнă тенĕ вăл. Пысăк ҫитĕнӳсем патне ăнтăлма ниепле те май ҫук, енчен те пултаруллă ҫамрăксем кирлĕ пек технологисене пăхăнса пырса тухăҫлă ĕҫлесе пыма вĕренмесен.  Наукăра, производствăра ытларах та ытларах ҫĕнĕлĕхсене кĕртсе пымалла. Аслă шкулсенче, тин ҫеҫ йĕркеленекен пайсем валли, кадрсем хатĕрлесси ҫине тимлĕх уйăрмалла.  Ҫакнах Раҫҫей Президенчĕ Владимир Путин та кулленех аса илтерсех тăрать тенĕ вăл сăмаха малалла тăснă май.

Паянхи пурнăҫ таппишĕн ҫитĕнекен ăру пĕлтерĕшлĕ. Вĕсен пуян опычĕ, кăтартусене лайăхлатса пыма витĕм кӳреҫҫĕ. Игорь Комаров ҫамрăксене професси пĕлĕвне илме майсем туса памаллине, пуласлăхра вĕсене ĕҫе тивĕҫтересси те кун йĕркинчех тăмаллине палăртнă. Асăннă тĕллевсене вĕҫне-хĕрне ҫитерсе пымасан, пысăк ҫитĕнӳсем пирки калаҫма хĕн. Пултаруллă ҫамрăксене тĕрев парассине ҫĕнĕ шая тухмалла.  Регионсенче ведомствăсем хушшинчи координаци канашĕсене йĕркелемелле. Пултаруллă ҫамрăксемпе ҫывăхрах ҫыхăнса пымалла, вĕсене шута илмелле, май килнĕ таран лайăхран та лайăхрах условисем йĕркелесе парассишĕн тăрăшмалла.  Ҫӳлерех асăннă ыйтусене РФ Президенчĕн Атăлҫи федераци округĕн полномочиллĕ представителĕн аппарачĕ кулленхи тĕрĕслевре тытма шантарать.

РФ ҫутĕҫ Министрĕн ҫумĕ Ирина Потехина хăйĕн сăмахĕнче «Кашни ачан ҫитĕнĕвĕ» федераци проекчĕ пирки чарăнса тăнă. Шăпах та, ҫак проект ҫамрăксене хушма пĕлӳ илме витĕм кӳрет тенĕ вăл. Федераци проектне пурнăҫа кĕртме 76 млрд пăхса хăварнă. 

Проектпа килĕшӳллĕн, 2022-мĕш ҫулта хушма пĕлӳ паракан тытăмра халăх валли ҫĕнĕ 900 пин ĕҫ вырăнĕ хатĕрленесси те планра пуррине хыпарланă Министр ҫумĕ.  Хушма вĕренӳ учрежденийĕсен пурлăхпа техника бази пуянланĕ, специалистсен тавракурăмĕ ӳсĕ, ялсенче спорт вăй илĕ тата ытти те.

Чăваш Енре ҫав тери ăнăҫлă пурнăҫланса пыраҫҫĕ палăртнă ыйтусемпе ĕҫсем. Объектсем хăтлă, условисем чаплă, ачасем, ҫитĕнекен ҫамрăксем, ашшĕ-амăшĕсем условисемпе кăмăллă. Мĕнпур ҫамрăксенчен 70 проценчĕ хушма пĕлӳ илме ҫӳрет.  

Ирина Потехина вĕренӳ пайĕнче формат улшăнсан аван пулнă пулĕччĕ тенĕ. Ҫĕнĕрен те ҫĕнĕ проектсене пурнăҫа кĕртме федераци шайĕнче план тунине асăннă, «Всероссийские открытые уроки на портале «Проектория» тата «Билет в будущее» программăсем аван пурнăҫланаҫҫĕ тенĕ сăмаха тăсса.

Кун йĕркипе килĕшӳллĕн, Удмурт Республикин Пуҫлăхĕ Александр Бречалов хăйĕн докладĕнче регионти вĕренӳ пайĕнчи лару-тăрупа паллаштарнă, пултаруллă ҫамрăксемпе епле ĕҫлени ҫинчен каласа кăтартнă.

Пысăк тавракурăмлă ҫамрăксене тупса палăртассипе Атăлҫи тăрăхĕнче ҫирĕп йĕрке хатĕрленĕ. Рейтингра Пĕтĕм Раҫҫей шайĕнче иртнĕ шкул ачисем хушшинчи олимпиадăра Чăваш Енри ҫамрăксем пысăк ҫитĕнӳсемпе палăрни те куҫкĕретех. 

2019 ҫулта РФ Ҫутĕҫ министерстви федераци проекчĕпе килĕшӳллĕн, ҫĕршыври 16 субъекта пултаруллă ачасене вĕрентме ятарлă центрсене вăй илтерме тата хута яма субсиди куҫĕ. Вĕсенчен 5 регионĕ Атăлҫи федераци округне кĕрет, шăпах та, пĕри – Чăваш Ен.  «Паян тапратнă ыйтусем питĕ актуаллă. Пурин те ҫĕнĕлĕхсене тĕпе хурса, ĕҫлесе пыма вĕренмелле», – тенĕ республика Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев. Цифровизаци питĕ пĕлтерĕшлĕ, ăна та  пурнăҫа кĕртсе пымалла. 

«Организацисем пултаруллă ҫамрăксемпе ытларах ĕҫлессишĕн тăрăшаҫҫĕ. Паянхи пурнăҫ таппи ҫĕнĕлĕхе ыйтать», – тенĕ вăл сăмаха тăсса.  Ларури асăннă ыйтусемпе регионта курăмлă ĕҫлесе пыни никамшăн та вăрттăнлăх мар.   Канашра, Ҫĕнĕ Шупашкарта, Шупашкарти аслă шкулсем ҫумĕнче ятарлă центрсем вăй илнĕ, ҫамрăксем кăмăлтан унта ҫӳреҫҫĕ.  Нумаях пулмасть, Сочире иртнĕ форумра республика Правительствипе «Пултарулăх тата ăнăҫу» ятлă фонд  Килĕшĕве алă пуса ҫирĕплетнĕ. «Сириус». Вĕренӳ центрĕ ĕҫлет.   «Талант и успех» ятлă фонд ертӳҫи Елена Шмелева ҫĕнĕ вĕренӳ тапхăрĕ пуҫланиччен кашни регионта ҫĕнĕ вĕренӳ программисене хатĕрлесе хута яма план тунине хыпарланă.  

Фоторепортаж



12 марта 2019
15:02
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter