Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чӑваш Енри уголовлӑ айӑплава пурнӑҫлакан тытӑмӑн ӗҫченӗсен кунӗ ячӗпе саламлани

Чӑваш Енри уголовлӑ айӑплава пурнӑҫлакан тытӑмӑн хисеплӗ ӗҫченӗсем тата ветеранӗсем!

Професси уявӗпе тата Раҫҫейри уголовлӑ айӑплава пурнӑҫлакан тытӑма туса хунӑранпа 140 ҫул ҫитнӗ ятпа чун-чӗререн саламланине йышӑнсамӑр!

 Айӑплава пурнӑҫлакан служба мӗн туса хунӑ тапхӑртанпах, 1879 ҫултанпа, право сыхлавӗн тытӑмӗнче тивӗҫлӗ вырӑн йышӑн­са тӑрать, граждансен тата обществӑпа патшалӑх интересӗсене хӳтӗлес ӗҫе курӑмлӑ тӳпе хывать.

Юсану тытӑмӗн ӗҫченӗсем саккуна пӑснӑ ҫынсене хураллассипе, тытса усрассипе, ӗҫе вырнаҫтарассипе, вӗрентессипе тата чи кирли – ӗҫлесе юсанма пулӑшассипе ҫыхӑннӑ кӑткӑс тӗллев­сене татса параҫҫӗ. Ҫавнашкал ӗҫе пурнӑҫлама яваплӑха туллин туйса тӑни, хӑрушӑ лару-тӑрура ӗҫлеме пултарни, ҫирӗп чӑтӑмлӑх тата харпӑр хӑйне тытма пӗлни кирлӗ.

Федерацин айӑплава пурнӑҫлакан службин Чӑваш Республикинчи управленийӗн коллективӗ хӑйӗн служба тивӗҫне чыслӑн тата йӗркеллӗн пурнӑҫласа пырать. Ведомство сотрудникӗсен кал-кал ӗҫне пула хупса усракан вырӑнсенче ҫирӗп йӗрке хуҫа­ланать, производство хӑвачӗсем ӳсеҫҫӗ тата ҫӗнӗ продукци туса кӑларассивитӗмлӗн вӑй илет.

Раҫҫейри Федерацин айӑплава пурнӑҫлакан службин Чӑваш Республикинчи управленийӗн ӗҫченӗсен ҫӳллӗ шайри ӑсталӑхне федераци центрӗн хаклавӗ те ӗненмелле ҫирӗплетет. 2018 ҫулхи ӗҫ тухӑҫлӑхӗн кӑтартӑвӗ енӗпе управлени территорири органсем хушшинчи хӑйӗн ҫум ушкӑнӗнче пӗрремӗш вырӑна тухнӑ.

Чӑваш Енри уголовлӑ айӑплава пурнӑҫлакан тытӑмӑн сот­рудникӗсене служба ӗҫӗнче ҫитӗнӳсем, чун ҫирӗплӗхӗпе хастар кӑмӑл, телей, тӑнӑҫлӑх, ырлӑх-сывлӑх тата мӗн пур лайӑххине су­натӑп!

 

Чӑваш Республикин  Пуҫлӑхӗ                                                          Михаил Игнатьев



12 марта 2019
07:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter