Чăваш Енри АПК тытăмĕ 2018 ҫулта таварcене 70 млрд тенкĕллех тирпейлесе кăларнă

Пуш уйăхĕн 13-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн черетлĕ ларăвне ирттернĕ. Кун йĕркипе килĕшӳллĕн, Ял хуҫалăх министерствин 2018 ҫулхи ĕҫ кăтартăвĕсене тарăн тишкернĕ.

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – ял хуҫалăх министрĕ Сергей Артамонов хăйĕн сăмахĕнче, ҫулталăкне аграри тытăмĕнче вăй хуракансем 70 млрд тавар тирпейлесе кăларнине хыпарланă. Экономикăри ӳсĕм 101,3 процентпа танлашать. Атăлҫи федераци округĕнче республика ку енĕпе 4-мĕш вырăнта тăрать.   Ҫĕрулми 390 пин тонна пухса кĕртнĕ пĕлтĕр, тĕш тырăна – 633 пин тонна, пахча ҫимĕҫ – 121,9 пин тонна, аш-какай – 123 пин тонна, сĕт – 423,3 пин тонна, ҫăмарта – 274 млн пухса илнĕ. «Республика хăйне сĕтпе тата аш-какайпа туллин тивĕҫтерет, кăтарту 100 процентран чылай хăпарса кайнă», – тенĕ ведомство ертӳҫи.   

Сергей Артамонов хăйĕн сăмахĕнче, 2018 ҫулта АПК тытăмĕнче вăй хуракансем инвестициллĕ 63 проекта пурнăҫа кĕртнине хыпарланă. Вĕсен пĕтĕмĕшле калăпăшĕ 7,5 млрд ҫитнĕ.  Кредит та сахал мар явăҫтарнă, кăтарту 1,9 млрд танлашать. Халăх валли ҫĕнĕ 500 ĕҫ вырăнĕ хатĕрленĕ.  2019 ҫулта инвестициллĕ 67 проекта плана кĕртсе хăварнă пурнăҫлама, пĕтĕмĕшле калăпăшĕ вĕсен 6,4 млрд чухлĕ пулать.

Яла аталантарас ыйту ҫине пысăк тимлĕх уйăраҫҫĕ. Ялсенче инфратытăм ҫĕнелет, шкулсем хута каяҫҫĕ, ҫынсен пурăнмалли ҫурт-йĕр условийĕсем те лайăхлансах пыраҫҫĕ, культура ҫурчĕсем ҫĕкленеҫҫĕ, ФАПсем хута каяҫҫĕ, автомашина ҫулĕсем юсанса пыраҫҫĕ тата ытти те. Вĕсене валли 2018 ҫулта 2,5 млрд тăкакланă.

Халăхăн пуҫаруллă проекчĕсемпе сахал мар тăрăшнă, вĕсен шучĕ пĕлтĕр 251 танлашнă. 2019 ҫул валли 457 проект йышăнса хăварнă, кăтарту ӳснĕ, апла пулсан халăх пуҫаруллă пулни куҫкĕретех.  

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев ял хуҫалăх пайĕпе ĕҫлени тупăшлă тесе хакланă. Чăваш Енре тирпейленсе тухакан таварсем экологи енчен те таса, халăх та ăна кăмăллать тенĕ Пуҫлăх.   

Республикăн потенциалĕ пысăк. Юлашки ҫулсенче аграри пайне  патшалăх енчен хăватлă тĕрев куҫать.  2018 ҫулта регионти АПК аталантарма 2,7 млрд тăкакланă. Ăнăҫлă ĕҫлесе пыракан хуҫалăхсемпе предприятисем чылай. Ҫĕнĕ технологисене пурнăҫа кĕртсе пыраҫҫĕ, производство калăпăшне ӳстереҫҫĕ тенĕ Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.

Условисем регионта ытларах хатĕрлесе тăратмаллине, предпринимательсен кăмăлĕ бизнес уҫма уҫăлса пытăр тенĕ вăл сăмаха ҫавăрса.    Пурлăхсемпе тĕллевлĕн усă курмалла, тухăҫлăх тени малти вырăна тухмалла. Паянхи пурнăҫ ыйтакан кадрсене хатĕрлесе кăларасси те кун йĕркинчех тăмалла. Ҫамрăк специалистсене ĕҫ  вырăнĕпе тивĕҫтермелле.  

«Тĕллевсене тулин пурнăҫлас тесен, комплекслă мероприятисене йышăнса пымалла. Предпринимательлĕх тытăмне пĕр чăмăра пухса ĕҫлеттермелле, ял хуҫалăх валли пĕлтерĕшлĕ ыйтусене пĕрле тишкермелле», – тенĕ сăмаха пĕтĕмлетсе Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.   



13 марта 2019
16:31
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter