Чăваш Енри предпринимательсен прависене хӳтĕлекен уполномоченнăйĕн 2018 ҫулхи ĕҫ кăтартăвĕсене пăхса тухнă

 Пуш уйăхĕн 13-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн черетлĕ ларăвне ирттернĕ. Ку хутĕнче кун йĕркине кĕртнĕ ыйтупа килĕшӳллĕн, Чăваш Енри предпринимательсен прависене хӳтĕлекен уполномоченнăй Александр Рыбаков тарăн доклад туса панă. Хăйĕн сăмахĕнче ертӳҫĕ предпринимательсенчен пурĕ ҫырусем – 278 килнине, вĕсене кăсăклантаракан ыйтусем ҫине пĕтĕмпех хуравсем пама тăрăшнине асăннă.  Хăш-пĕр ҫăхавсем кăткăс та пулнине, ҫав-ҫавах кирлĕ пек йышăнусем туса хăварнине каланă ертӳҫĕ сăмаха ҫавăрса.  Чи анлă сарăлнă ыйтусем – ҫĕрпе ҫыхăннă. Федерацин тĕрĕслевпе асăрхав службисем пирки те ҫырусем килсех тăнине пĕлтернĕ вăл. Куҫман пурлăх ыйтăвĕ те кун йĕркинче тăнине каланă предпринимательсен прависене хӳтĕлекен уполномоченнăй.  

Александр Рыбаков докладра вĕсен служби Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕпе тачă ҫыхăнса ĕҫленине палăртнă.  Раҫҫей Федерацийĕн Патшалăх Думи валли те сĕнӳсем хатĕрлесе тăратнине хыпарланă сăмаха малалла тăснă май.  

«Сăрă» схемăсемпе ĕҫ укҫине тивĕҫтерессинчен те асăрханасси пĕлтерĕшлĕ. Кун пирки те ҫирĕп йĕрке пулмаллине чĕнсе каланă вăл.

Предпринимательлĕх тытăмĕнчи тепĕр ыйту – вак тата вăтам предпринимательлĕх пайĕ. Йĕрке пăсакансене явап тыттарнă чухне штраф тӳлеттермелли виҫе пирки те чарăнса тăнă уполномоченнăй. Пысăк предприятисен пĕчĕккисенчен уйрăмлăх пулмаллине, кăтарту пĕр пек тӳр килме юраманнине асăннă.       

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Раҫҫей Президенчĕ Владимир Путин асăннă, 2021-мĕш ҫулсем тĕлне тĕрĕслевпе асăрхав службисен, сахалтарах предпринимательлĕх тытăмне тухса тĕрĕслемеллине аса илтерсе хăварнă. Енчен те яваплăха туйса социаллă пĕлтерĕшлĕ бизнес ĕҫлет пулсан, вĕсене айăпсăр чăрмав кăларса тăратма юраманнине тепĕр хут каланă.  

«Таса чунпа ĕҫлекенсене, налуксене вăхăтра парса пыракансене валли патшалăх енчен ҫителĕклĕ тĕрев, условисем те йĕркеллĕ, анчах та, предпринимательсен манмалла мар, саккунсене ҫирĕп пăхăнса ĕҫлемеллине. Енчен те йĕрке пăсрĕҫ пулсан, явап тытмалла, штрафне те вăхăтра тӳлемелле», – тенĕ Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.

 



13 марта 2019
15:13
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter