Атăлҫи Федераци округне кĕрекен регионсен пуҫлăхĕсем хăрушсăрлăх ыйтăвĕсене тĕплĕн сӳтсе явнă

Главы регионов ПФО обсудили в Ижевске актуальные вопросы национальной безопасностиПуш уйăхĕн 12-мĕшĕнче Раҫҫей Федерацийĕн Хăрушсăрлăх Канашĕн Секретарĕ Николай Патрушев тата Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕн Атăлҫи федераци округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Игорь Комаров Атăлҫи  тăрăхне кĕрекен регионсен ертӳҫисемпе, федерацин тĕрлĕ министерствисен представителĕсемпе ĕҫлĕ лару ирттернĕ.  

Мероприяти ĕҫне Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев хутшăннă.

Ĕҫе пухăннисем регионсенчи хăрушсăрлăх темипе ҫыхăннă актуаллă ыйтусене тарăн сӳтсе явнă. Атăлҫи федераци округне кĕрекен субъектсенчи автомашина ҫулĕсем ҫинче хăрушсăрлăха пăхăнса йĕркелемелли тĕрлĕ мероприятисем пирки сăмах пуҫарнă.

Раҫҫей Президенчĕ Владимир Владимирович Путин кăҫал нарăс уйăхĕн 28-мĕшĕнче Шалти ĕҫсен министерствин анлă ларăвĕнче ҫулсем ҫинче хăрушсăрлăха пысăк тимлĕх уйăрмаллине чĕнсе каланă.   Ҫынсем автомашина ҫулĕсем ҫинче инкек кӳни, тăтăшах пăтăрмахсем сиксе тухни пурсăмăра та пăшăрхантарать. Кашни кун ҫулсем ҫинче 50 ытла ҫын вилет, 600-шĕ тĕрлĕ енлĕн суранланать.

«Ҫав тери хумхантаракан статистика. Хушма мерăсем йышăнса хăвармаллине асăннă Раҫҫей Президенчĕ», - палăртнă Николай Патрушев.  

Ҫĕршыв Президенчĕн ҫу уйăхĕнче алă пусса ҫирĕплетнĕ указĕнче 2024-мĕш ҫулсем тĕлне аварире вилекенсен шучĕ курăмлăн чакмаллине палăртнă. Япăх ҫулсем пулмалла мар, тăтăшах юсаса тăмалла.

Раҫҫей Федерацийĕн Хăрушсăрлăх Канашĕн Секретарĕ хăйĕн сăмахĕнче, пĕтĕмĕшле ҫĕршывра ҫулсем ҫинче инкексем пулнă тĕслĕхсен шучĕ чакнине хыпарланă, вăл вăхăтрах Атăлҫи федераци округне кĕрекен регионсенче лару-тăру улшăнман, ӳсни сисĕнет тенĕ вăл сăмаха ҫавăрса.  

Нумай чухне инкексем ҫул-йĕр правилисене пăхăнманшăн сиксе тухаҫҫĕ, кăтарту 90 процентпа танлашать. Йĕрке пăсакансене ҫирĕп явап тыттармалла, никама та хĕрхенме юрамасть, айăплисене палăртсан, саккуна пăхăнма хистемелле тенĕ Николай Патрушев.

Ҫулсем ҫинче пулакан инкексем тепре чухне объектсенче тирпейлĕх хуҫаланманнипе те ҫыхăннă тесе сăмаха малалла тăснă Николай Патрушев, ыйтăва ҫирĕп тĕрĕслеве илме каланă регионсен ертӳҫисене.

Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕн Атăлҫи федераци округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Игорь Комаров водительсен айăпне пула ҫынсем шар курнине асăннă, нумай чухне эрех-сăра ĕҫсе ҫула тухакансем те чылай пăтăрмахсем кăларса тăратнине палăртнă.

Автомашина ҫулĕсем тĕп стандартсене ҫитменни сисĕнкелет. Инкексенчен 39 проценчĕ, шăпах та ҫулсем тирпейлĕ пулманнипе ҫыхăннă. Ыйтупа тарăнрах ĕҫлеме хушнă Игорь Комаров.

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев лару ĕҫне пĕтĕмлетнĕ май, хăй енчен ҫапларах каланă: тĕрлĕ мероприятисем пĕтĕмпех укҫа-тенкĕ ыйтăвĕсемпе ҫыхăннине, кун пирки те никамăн та манма юрамасть тенĕ вăл. Объектсене пĕлсе вăхăтра юсамаллине, пысăк технологисене тĕпе хумаллине, тухăҫлă тени те малти вырăна тухмаллине палăртнă.  Лару-тăру регионта лайăх пулнине, кăтартусем те ҫакнах ҫирĕплетнине палăртнă вăл сăмаха тăсса. Водительсемпе, ҫурран ҫӳрекенсемпе профилактика ĕҫне ирттермеллине, пурин те йĕркене ҫирĕп пăхăнса пымаллине чĕнсе каланă.

Пĕлтĕр автомашина ҫулĕсене – 228 юсанă, вĕсен пĕтĕмĕшле тăршшĕ – 300 ҫухрăм тăсăлса выртать. Ҫынсене утма тротуарсене тунă, объектсене ҫутăпа тивĕҫтернĕ, видеосăнавсем вырнаҫтарнă, пур ҫĕрте те йĕрке хуҫаланни куҫкĕретех.

2012-мĕш ҫулхисемпе танлаштарсан, 2018 ҫулта  ҫулсем ҫинче инкек пулнă тĕслĕхсен шучĕ 40 процент чакни те ҫакна пĕлтерет, апла пулсан мĕнпур ыйтусем регионта тĕллевлĕн тата вăхăтра пурнăҫланса пыраҫҫĕ. 

Фоторепортаж



13 марта 2019
10:05
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter