Правительство ҫуртĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев нумай ачаллă ҫемьесене удостоверени парса чысланă

Глава Чувашии Михаил Игнатьев торжественно вручил первые удостоверения многодетной семьиПуш уйăхĕн 13-мĕшĕнче Правительство ҫуртĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев нумай ачаллă ҫемьесене удостоверени парса чысланă.

Савăнăҫлă мероприятине Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕн тивĕҫĕсене пурнăҫлакан Александр Федотов, Чăваш Республикин ĕҫпе социаллă хӳтлĕх министрĕ Сергей Димитриев, Чăваш Енри Хĕрарăмсен пĕрлешĕвĕн председателĕ Алевтина Федорова, Чăваш Енри Ашшĕсен канашĕн председателĕ, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Алексей Мурыгин, Чăваш Республикин ҫынсен прависене хӳтĕлекен уполномоченнăй Надежда Прокопьева, Чăваш Республикин ачасен прависене хӳтĕлекен уполномоченнăй Елена Сапаркина хутшăннă. 

Пухăннă хăнасене саламланă май,Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев пысăк ҫемье – хăйне евĕр савăнăҫ тесе хакланă. Ашшĕ-амăшĕсемпе пĕрле аслă ачисем хăйсен кĕҫĕн йăмăкĕсемпе шăллĕсене тĕрĕс воспитани парассишĕн тăрăшаҫҫĕ. Нумай ачаллă ҫемьере пĕрне-пĕри хисеплеме пĕлни, пулăшу пама ăнтăлни ăнлавсем малти вырăнта. Шăпах та, вĕсем ыттисемшĕн ырă та паха тĕслĕх пулса тăраҫҫĕ.    

«Ҫемье – обществăн  тĕрекĕ. Ăнсăртран мар пулĕ, демографи лару-тăрăвне лайăхлатас ыйту патшалăхшăн приоритетлă шутланать. Телейлĕ ҫемьере пысăк вăй. Унта кăмăл-сипет, ăс-хакăл тĕнчи пуянланса вăй илсе пырать», –  тесе палăртса каланă регион Пуҫлăхĕ. 

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикинче патшалăх енчен ҫемьесене валли тĕрлĕ пулăшусем куҫнине палăртнă. Социаллă сферăра, сывлăх сыхлавĕнче, вĕренӳре, ҫурт-йĕр ыйтăвĕсемпе самай тĕрев пур тесе хыпарланă вăл, вĕсен шучĕ сахал мар, халăх 38 тĕслĕ тĕрлĕ пулăшусемпе усă курма пултарать тенĕ.  

Палăртса хăвармалла, регионта ҫемьесем уйрăлнă тĕслĕхсем сахал, апла пулсан, пĕр-пĕринпе килĕшсе пурăнни куҫкĕретех. Ҫемье туприне упрассишĕн ырми-канми тăрăшаҫҫĕ мăшăрсем. Кăтарту та япăх мар, Атăлҫи федераци тăрăхне кĕрекен регионсем хушшинче Чăваш Республики ырă тĕслĕх вырăнĕнче. Нумай ачаллă ҫемьесен шучĕ 2012-мĕш ҫулхипе танлаштарас пулсан, 54 процент чухлĕ хăпарнă, ку вара питĕ лайăх.

Савăнăҫлă лару-тăрура Шупашкарта пурăнакан Оксана Иванова чăтăмсăррăн савăнса хăй шухăшне пĕлтернĕ, тавах республика Пуҫлăхне, Чăваш Ен Правительствине тенĕ.  Пулăшусем чăннипех те, пурăнма хавхалантарса пынине хыпарланă амăшĕ.

Удостоверени тивĕҫнисем ӳлĕмрен культура ҫурчĕсене, спорт объекчĕсене, кану паркĕсемпе тĕрлĕ куравсене ҫӳренĕ чухне ҫăмăллăхсемпе усă курма пултараҫҫĕ.

Фоторепортаж



14 марта 2019
08:36
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter