Чăваш Республикинче чрезвычайлă лару-тăрăва асăрхаттарас тата сирес, пушар хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтерес енĕпе ĕçлекен комисси ларăвне Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ертсе пынă

В Чувашии при прохождении весеннего паводка в зонах возможного затопления отсутствуют опасные объекты и скотомогильники Пуш уйăхĕн 14-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев гражданла хӳтĕлев тата чрезвычайлă лару-тăрăва сирсе ярас тата граждансене хăрушсăрлăхпа тивĕҫтерес ыйтусемпе ĕҫлекен комиссийĕн ларăвне ирттернĕ. Ĕҫе пухăннисем ҫуркуннепе ҫуллахи тапхăрта халăха пушарсенчен сыхă пулма вĕрентесси пирки тата ҫуркуннехи шыв-шур вăхăтĕнче тимлĕхе самантлăха та ҫухатма юраманни ҫинчен анлăн тишкернĕ.  

Республика Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче, ҫуркуннехи тапхăрта хăрушсăрлăх теми уйрăмах пĕлтерĕшлĕ пулса тăрать тенĕ.  Халăх хушшинче ытларах та ытларах профилактика ĕҫне йĕркелесе пымаллине асăннă вăл. Час-часах ăнлантару ĕҫĕсене граждансемпе ирттермеллине те уйрăммăн палăртнă Пуҫлăх.  Ăнсăртран сиксе тухакан пăтăрмахсем вăхăтĕнче граждансен вăхăтра тивĕҫлĕ пек мерăсем йышăнмалла, ĕҫ-пуҫа вăраха тăсма юрамасть.

«Службăсем хушшинче  ĕҫлĕ ҫыхăну ҫирĕп. Маларахи ҫулсенчи паха ĕҫ опычĕ те туптансах пырать. Паллă, пурин те тимлĕхе ҫухатма юрамасть. Ҫанталăк пирĕн ҫирĕплĕхе тĕрĕслет.  Кашни службăра ĕҫсене комплекслă пурнăҫласа пымалла. Сӳрĕклĕх ниҫта та пулмалла мар», - тенĕ Михаил Игнатьев.   

Тĕп ыйтусенчен тепри - вăрмансене упрасси, вĕсене пушарсенчен сыхласси.  Ҫуллахи типĕ ҫанталăк вăхăтĕнче курăксене чĕртсе ҫунтарма юрамасть, чарма хĕн. Кун пирки халăхăн манма юрамасть.   

Республика Пуҫлăхĕ пушар хуралĕнче ĕҫлекенсен мĕнпур ыйтусене куҫран вĕҫертме юраманнине тепĕр хут асăрхаттарса хăварнă. Техника тени регионта ҫителĕклĕ, инкек тухасран вĕсем кулленех хатĕр тăраҫҫĕ.  Чăваш Енри ГКЧС тата Чăваш Республикин Ял хуҫалăх министерствине яваплăха туйса тимлĕн ĕҫлеме чĕнсе каланă регион Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.  

«Ялта пурăнакансен хутса ăшăтмалли кăмакасене тирпейлемелле, пур ҫĕрте те йĕрке хуҫаланмалла. Тĕрлĕ электричество хатĕрĕсемпе асăрхануллă пулмалла», - хушса каланă вăл. Пурлăха страховани туни пĕлтерĕшлĕ, инкекрен ҫăлса хăварма витĕм кӳрет.  

Чăваш Енри ГКЧС Председателĕ Вениамин Петров докладра юлашки вунă ҫул хушшинче, ĕҫсене пĕтĕмлетӳ тунă хыҫҫăн, ҫакă паллă, пушар ытларах ҫу уйăхĕнче алхасса халăха шар кӳнине хыпарланă. Ялта каҫхи хурал йĕркелемелле, вăл ĕҫе граждансене явăҫтармалла.

Чăваш ЕНри МЧС Тĕп управленийĕн пуҫлăхĕн ҫумĕ Николай Петров пушарсен сăлтавĕсем пирки чарăнса тăнă, халăх пушартан асăрханмалли йĕркесене пăснине, хуҫалăхсенче кăмакаран тĕтĕм кăлармалли пăрăхсене пĕлсе вырнаҫтарманнине кура, тепре чухне тӳрех пушар  хыпса илнине асăннă.

Чăваш Республикин ҫутҫанталăк пурлăхĕпе экологи министрĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Александр Ефремов хăйĕн сăмахĕнче шыв-шурпа ҫыхăннă инкексем пирки аса илтернĕ, кăҫал капланса килекен юхан шывсенчен асăрхануллă пулмаллине палăртнă.  Паянхи куна илес пулсан, пăшăрханма ниакмăн та кирлĕ мар, пур ҫĕрте те йĕрке тесе пĕлтернĕ Александр Ефремов.

Роспотребнадзор Чăваш Енри Управленийĕн Ертӳҫи Надежда Луговская мĕнпур сферăра тимлекенсен шыв пахалăхĕ ҫине ытларах тимлĕх уйăрмаллине чĕнсе каланă.

«Хатĕрленӳ ĕҫĕсене вăхăтра пурнăҫламалла. Кăлтăксем кăларса тăратма пĕрин те ирĕк ҫук. Пурте пĕрле килĕшсе тухăҫлă ĕҫлесе пырсан, йĕркеллĕ пулĕ», - тенĕ сăмаха пĕтĕмлетсе Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.  

Фоторепортаж



14 марта 2019
16:15
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter