Чăваш Енре «Ачалăх ячĕпе, ачалăхшăн» ыркăмăллăх марафонĕ старт илнĕ

В Чувашской Республике стартовал ежегодный благотворительный марафон «Именем детства, во имя детства» Пуш уйăхĕн 15-мĕшĕнче Чăваш патшалăх пукане театрĕнче ҫулсерен иртекен «Ачалăх ячĕпе, ачалăхшăн»  ыркăмăллăх марафонĕ уҫăлнă. Паллă мероприятине шкул ачисене йышлăн пухнă.

Акци уҫăлнă ятпа Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев ăшшăн саламланă. Палăртса хăвармалла, марафонăн йĕркелӳ комитечĕн председателĕ регион Пуҫлăхĕ шутланать.  

Ыркăмăллăх пухмачне тултарма витĕм кӳнĕшĕн предприятисене, организацисене, ахаль ҫынсене пурне те мухтанă республика Ертӳҫи. Ҫак мероприяти пĕр-пĕриншĕн ырă ĕҫсем тума, инкеке лекнисене ҫирĕп ура ҫине тăма пулăшнине асăннă вăл сăмаха малалла тăснă май.    «Пĕлтерĕшлĕ мероприяти республикăра анлăн иртет. Кашни муниципалитет пĕрлешĕвĕнче пурăнакансем май килнĕ таран чун-чĕре ыйтнипе пулăшу пама тăрăшаҫҫĕ», — тенĕ регион Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.

Ыркăмăллăх марафонĕн тĕллевĕ — ачалăха хӳтĕлесси тата пулăшасси. Тĕрĕссипе, пухмача кам мĕн чухлĕ хывни мар, çул çитмен ентешĕмĕрсен пурнăçне лайăхлатмашкăн пирĕнтен кашниех чун ăшшине хĕрхенменни хаклă.

Чăваш Енре ҫӳлерех асăннă акцине 1995 ҫултан пуҫласа йĕркелеме тытăннă. Унăн пĕлтерĕшĕ чăнласах та анлă. «Ачалăх ячĕпе, ачалăхшăн» марафон миллионшар çынна пĕр чăмăра пуçтарать. Кашни çын хăйĕн тӳпине хывма тăрăшать. Укçа-тенкĕне уçăмлăн, тухăçлă тăкаклани те куçкĕретех. Пулăшăва нумай ачаллă çемьесене, йывăр çемьесенче ӳсекен ача-пăчасене, вĕсем валли кирлĕ пек эмелсем, тĕрлĕ вĕрентӳ хатĕрĕсем, кĕпе-тумтирсем илме укçана тăкакланă», – тесе каланă Михаил Игнатьев.

Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕн ҫумĕ – бюджет, финанс, налук ыйтăвĕсемпе ĕҫлекен Комитетăн председателĕ, «Пĕрлĕхлĕ Раҫҫей» Пĕтĕм Раҫҫейри политика партийĕн регионти уйрăмĕн ертӳҫи Юрий Кислов хăйĕн сăмахĕнче, марафон кăҫал 15 ҫул тултарнине асăннă. Кашни ҫул ырă ĕҫ тăвакансен йышĕ ӳссех пынине палăртнă вăл сăмаха малалла тăснă май. Юлашки пиллĕк ҫул хушшинче марафонăн пухмачне (2014-мĕш ҫултан пуҫласа) 40 миллиона яхăн укҫа хывăннине хыпарланă. Паллă, пулăшусенчен ытларах пайĕ ачасен сывлăхне ҫирĕплетме тăкакланать, пултаруллă ачасен тавра-курăмлăхне те ӳстерме витĕм кӳни куҫкĕретех тенĕ «Раççейри ача-пăча фончĕ»  обществăлла организацисен ыркăмăллăх фончĕн Чăваш Енри уйрăмĕн правлени председателĕ Юрий Кислов.

«Ачалăх ячĕпе, ачалăхшăн» марафон пухмачĕ кунсерен пуянланасса шанатпăр. Пĕчĕк тупăшлă çемьесенче çитĕнекенсене пурлăх тĕлĕшĕнчен пулăшмашкăн республикăри  ыркăмăллă çынсем, ĕç коллективĕсем, общество организацийĕсем укçа куçарса парасси малалла пулса пырассине ĕненетпĕр.

Палăртма кăмăллă, марафон паян кăна пуҫланнă-ха, ырă ĕҫ тăвакансем укҫа куҫарса пама та хăйсен ирĕкĕпе кăмăл тунă.  «Раççейри ача-пăча фончĕ»  обществăлла организацисен ыркăмăллăх фончĕн Чăваш Енри уйрăмĕ «Юр пĕрчи» спектакль ачасене парнеленĕ. Проекта «Культура малой Родины» федерацин парти проекчĕ витĕмлĕхĕпе пурнăҫланнă. Пьесăна хальхи пурнăҫпа килĕшсе тăракан драматург Елизавета Ганопольский хатĕрленĕ.    

Фоторепортаж



15 марта 2019
17:18
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter