Регионта Инвестици климатне лайăхлатассипе ĕҫлекен канаш ларăвне ирттернĕ

В Чувашской Республике достижение показателей целевых моделей по упрощению процедур ведения бизнеса составило 98%Пуш уйăхĕн 14-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев  регионта Инвестици климатне лайăхлатассипе ĕҫлекен канаш ларăвне ирттернĕ.

2019 ҫулта кăрлач уйăхĕн 17-мĕшĕнче Раҫҫей Правительствин Председателĕ Дмитрий Медведев «Об утверждении плана «Трансформация делового климата» (ĕçлĕ климат трансформацийĕ çинчен ) хушăва алă пусса ҫирĕплетнĕ.

Мероприяти планĕ 12 темăпа ҫыхăннă, пĕтĕмпе 130 ытла комплекслă ĕҫ пурнăҫламалла.  Вăл ĕҫе пуҫлăхсене, экспертсене, бизнес-пĕрлешӳсене явăҫтарнă, ҫулталăкне икĕ хутчен план ҫĕнелсе пырĕ.

Чăваш Республикин экономика министрĕн тивĕҫĕсене пурнăҫлакан Сергей Григорьев хăйĕн сăмахĕнче Шупашкарта ака уйăхĕнче Атăлҫи федераци округне кĕрекен регионсем хушшинче инвестици климатне лайăхлатассипе ĕҫлĕ анлă канашлу ирттерме палăртса хунине хыпарланă.

Ĕҫ климатне лайăхлатса пыни бизнесра ĕҫлекенсене пысăк тĕрев парать. Тĕллевсене пурнăҫа кĕртсе пыма та меллĕ. Наци рейтингĕнче кăтартусене ҫӳллĕ шая хăпартса пыма условисем йĕркелесе парать. Кун пирки Сергей Григорьев ҫирĕппĕн каланă. 2018-мĕш ҫулăн ĕҫ кăтартăвĕсем тăрăх Чăваш Енĕн ӳсĕм самай, 98 процентпа танлашать, ҫав вăхăтрах Раҫҫейĕн – 94 процент.   

Ҫитĕнӳсем тума чăрмав кӳрекен факторсем те пур-ха хальлĕхе. Палăртнă тĕллевсем патне пыма электронлă майпа пулăшусем илмелли пай кăштах чăрмав кӳрет. Бизнес ҫакнах куҫкĕретех ҫирĕплетсе парать.   

Чăваш Республикин строительство министрĕ Алексей Грищенко хăйĕн сăмахĕнче, объектсене хăпартса лартма ҫĕрсене илме, электронлă майпа патшалăх тата муниципалитет пулăшăвĕсемпе усă курма ирĕк пуррине хыпарланă. Пĕрлехи базăра мĕнпур хыпарсем ҫителĕклĕ вырнаҫтарнине пĕлтернĕ. Пур-пĕрех строительство тытăмĕнче предпринимательсем электронлă майпа сахалтарах пулăшусем илни сисĕнкелет тенĕ вăл сăмаха тăсса.

Федерацин патшалăх шута илĕвĕн, кадастрпа картографи службин Чăваш Енри тĕп управленийĕн ертӳҫи Екатерина Карпеева ҫӳлерех асăннă ыйтупа тарăнрах ăнлантарса панă.

Федерацин налук службин Чăваш Енри управленийĕн ертӳҫи Марина Петрова доклада итленĕ хыҫҫăн, хăйсен ведомствăри ҫĕнĕлĕхсемпе паллаштарнă, предприятисен ыйтăвĕсем пирки чарăнса тăнă, тĕплĕнрех ăнлантарса панă.   

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин республикăри ĕҫ тăвакан влаҫ органĕсен ертӳҫисене ытларах муниципалитет пĕрлешĕвĕсемпе тачă ҫыхăнса ĕҫлеме, йывăрлăх кăларса тăратма пултаракан ыйтусене пĕр-пĕринпе канашласа тивĕҫлĕ мерăсем йышăнса хăварма чĕнсе каланă.  

Фоторепортаж



15 марта 2019
09:45
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter