Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев пурăнмалли ҫурт-йĕрпе коммуналлă хуҫалăх тата халăхăн йăла ыйтăвĕсене тивĕҫтерекен ĕҫченсене халалласа ирттернĕ савăнăҫлă лару-тăрăва хутшăннă

Михаил Игнатьев поздравил с профессиональным праздником работников ЖКХ и сферы бытового обслуживанияПуш уйăхĕн 14-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев пурăнмалли ҫурт-йĕрпе коммуналлă хуҫалăх тата халăхăн йăла ыйтăвĕсене тивĕҫтерекен ĕҫченсене халалласа ирттернĕ савăнăҫлă лару-тăрăва хутшăннă.

Паллă мероприятине Чăваш Республикин строительство министрĕ Алексей Грищенко, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕн тивĕҫĕсене пурнăҫлакан Александр Федотов, Шупашкар хула администрацийĕн пуҫлăхĕ Алексей Ладыков килсе ҫитнĕ.

Торжествăлла пай тытăниччен, хăнасемпе пĕрле Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев тĕрлĕ куравсене пăхса тухнă, предприятисемпе организацисен ĕҫне тишкернĕ, ҫĕнĕ технологисен витĕмлĕхне курса ĕненнĕ.

Хăйĕн ум сăмахĕнче, Михаил Игнатьев пуҫтарăннă ĕҫченсене, сумлă ветерансене ҫывхарса килекен уяв ячĕпе ăшшăн саламланă, пурне те яваплăха туйса ĕҫленĕшĕн мухтаса тав сăмахĕсем каланă.

«Пурăнмалли ҫурт-йĕрпе коммуналлă хуҫалăх тата халăхăн йăла ыйтăвĕсене тивĕҫтерекен предприятисен коллективĕсем пысăк пĕлтерĕшлĕ тата яваплă ĕҫ пурнăҫлаҫҫĕ, халăха куллен хăтлăхпа тивĕҫтереҫҫĕ», - тенĕ республика Пуҫлăхĕ.   

Республикăра коммуналлă инфратытăма аталантарассине, ҫурт-йĕр фондне ҫĕнетессине, энерги перекетлекен технологисене ĕҫе кĕртессине пысăк тимлĕх уйăраҫҫĕ. Общество хутлăхне аталантарма, ҫуртсен картишĕсене йĕркене кĕртме, ҫулсене юсама нумай укҫа хываҫҫĕ. Коммуналлă тытăма уйрăм ҫынсен инвестицийĕсене явăҫтарма тата конкуренцие вăйлатма майсем туса параҫҫĕ.

2014-мĕш ҫултан пуҫласа 2018-мĕш ҫулсем таран пурĕ нумай хваттерлĕ 1 417 ҫурта тĕпрен юсанă, вĕсенче пĕтĕмпе 145 пин ҫын пурăнать. 2019 ҫулта нумай хваттерлĕ 207 ҫурта тĕпрен ҫĕнетме плана кĕртсе хăварнă.  Палăртмалла, вĕсенче 21,6 пин ҫын пурăнать.

Тавралăха тирпей-илем кĕртессипе те сахал мар тăрăшнă, ҫуртсем таврашĕнче таса, халăх кăмăллă. Хулан хутлăхне хăтлăлатассипе те программа хăватлă пурнăҫа кĕрсе пырать.

Михаил Игнатьев тавралăх хулара анчах мар, ялсенче те граждансене савăнтарнине асăннă. Пур ҫĕрте те тирпейлĕх хуҫланать, кун пирки ҫынсем ҫирĕплетсех каланине хыпарланă.

Яланхиллех, хисепе тивĕҫнисене патшалăх наградисене парса чысланă Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев. Уяв савăнăҫлă концертпа вĕҫленнĕ.

Фоторепортаж



15 марта 2019
08:27
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter