Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Пурăнмалли ҫурт-йĕрпе коммуналлă хуҫалăхĕн тата халăхăн йăла ыйтăвĕсене тивĕҫтерессин ĕҫченĕсен кунĕ ячӗпе саламлани

Пурăнмалли ҫурт-йĕрпе коммуналлă хуҫалăхĕн тата халăхăн йăла ыйтăвĕсене тивĕҫтерессин хисеплĕ ĕҫченĕсем!

Сире професси уявĕпе саламлатăп!

Пурăнмалли ҫурт-йĕрпе коммуналлă хуҫалăх тата халăхăн йăла ыйтăвĕсене тивĕҫтерекен предприятисен коллективĕсем пысăк пĕлтерĕшлĕ тата яваплă ĕҫ пурнăҫлаҫҫĕ, халăха куллен хăтлăхпа тивĕҫтереҫҫĕ.

Республикăра коммуналлă инфратытăма аталантарассине, ҫурт-йĕр фондне ҫĕнетессине, энерги перекетлекен технологисене ĕҫе кĕртессине пысăк тимлĕх уйăраҫҫĕ. Общество хутлăхне аталантарма, ҫуртсен картишĕсене йĕркене кĕртме, ҫулсене юсама нумай укҫа хываҫҫĕ. Коммуналлă тытăма уйрăм ҫынсен инвестицийĕсене явăҫтарма тата конкуренцие вăйлатма майсем туса параҫҫĕ.

Малашне те пирĕн ĕҫченсем хăйсен професси ăсталăхне ӳстерсе, умри тĕллевсене ăнăҫлă пурнăҫа кĕртсе пырасса шанса тăратăп.

Сире ĕҫе чунпа парăннăшăн тав тăватăп, ҫирĕп сывлăх, телей, ырлăх, ҫĕнĕ ҫитĕнӳсем тума сунатăп!

 

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ                   Михаил Игнатьев      



15 марта 2019
08:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter