Чăваш Республикин Правительство командипе онкологи диспансерĕн республикăри клиника ушкăнĕ хоккей выляссипе юлташла матч ирттернĕ

В товарищеском матче встретились хоккейные команды Правительства Чувашии и Республиканского онкологического диспансераПуш уйăхĕн 14-мĕшĕнче Пăр керменĕнче Чăваш Республикин Правительство командипе онкологи диспансерĕн республикăри клиника ушкăнĕ хоккей выляссипе юлташла матч ирттернĕ.  

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн командине регион Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев пăр ҫине хоккей выляссипе ăмăртăва ертсе тухнă.  

Чăваш Ен Правительствин хоккей вылякансен спорт ушкăнне 2014-мĕш ҫулта йĕркеленĕ. Вĕсем час-часах предприятисемпе тата организацисемпе юлташла тĕлпулусем ирттереҫҫĕ. Хĕрӳ тупăшусенче темĕнле те пулать, пур-пĕрех республика Правительствин хастар ушкăнĕ, хирĕҫле вылякансене парăнтарса мала тухни пурсăмăра та савăнтармаллипех савăнтарать. Чылай спортсмен хăйсен ăсталăхĕсемпе палăраҫҫĕ, ҫакнах халăх та курса ĕненет.   

Онкологи диспансерĕшĕн спорт пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнать. Пĕрлештернĕ ушкăна вĕсем пĕлтĕр йĕркелесе янă пулнă. Халĕ вара кулленех спорт ăмăртăвĕсене хутшăнаҫҫĕ, хăйсен ăсталăхне кăтартса пама тăрăшаҫҫĕ.  

Юлташла тĕлпулура каллех Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн туслă спорт команди 9:3 шутпа мала тухнă.  Туслăх пур-пĕрех малти вырăнта. Ҫакнах курма пыракансем те ҫирĕплетсех каланă.

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев спортпа туслă пулма чĕнсе каланă мероприятине пухăннисене. Сывă пурнăҫ йĕркине тытса пыни пурнăҫ тăршшĕне тăсать.  «Паллă, нумай предприятисемпе организацисенче ĕҫлекен халăх хăйсен сывлăхне ҫирĕплетме тĕрлĕ спорт учрежденийĕсене ҫӳрет. Чир-чĕре сирсе яма, ăна парăнтарма спорт пысăк витĕм кӳрет» - тенĕ Чăваш Ен Пуҫлăхĕ.

Савăнтарать, Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн ырă тĕслĕхĕпе, спорта тăтăшах ҫӳренипе - пурăнма, сывă пурнăҫ йĕркине тытса пыма  хавхалантарать.  

 Фоторепортаж



15 марта 2019
09:01
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter