Тăван ҫĕршывăн Аслă вăрҫинче Ҫĕнтерӳ тунăранпа 74 ҫул ҫитнине халалласа пĕтĕмпе регионта 2,5 пин мероприяти йĕркелеме плана кĕртнĕ

Пуш уйăхĕн 15-мĕшĕнче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин Тăван ҫĕршывăн Аслă вăрҫинче Ҫĕнтерӳ тунăранпа 74 ҫул ҫитнине халалласа йĕркеленĕ ĕҫ комитечĕн анлă ларăвне ирттернĕ.

Ларура 2019-2020-мĕш ҫулсем валли палăртнă ĕҫ планне пăхса тухса ҫирĕплетнĕ.  Тăван ҫĕршывăн Аслă вăрҫинче Ҫĕнтерӳ тунăранпа 74 ҫул ҫитнине халалласа йĕркеленĕ мероприятисене хатĕрленсе пыракан самантсем пирки те тарăн пăхса тухнă.   

Чăваш Республикин ĕҫпе социаллă хӳтлĕх министрĕ Сергей Димитриев хăйĕн сăмахĕнче, паянхи кун тĕлне пĕтĕмпе регионта Тăван ҫĕршывăн Аслă вăрҫин ветеранĕсем 570-ĕн пулнине пĕлтернĕ.  Вĕсенчен тыл ĕҫченĕсем – 11 пин ҫын, вăрҫă ветеранĕсен тăлăха юлнă арăмĕсем – 3 пин ҫынна шута илнĕ тата ытти категоририсем те тимлĕхре пуррине асăннă.   

Кăҫал паллă пулăма хатĕрленсе пĕтĕмпе 2,5 пин мероприяти йĕркелеме плана кĕртнĕ. Енчен те сывлăх пулсан, хавшамасан, 8 пин ветеран тĕрлĕ мероприятисене хутшăнма тĕллев лартнă.

Планпа килĕшӳллĕн, ырă йăлана кĕнĕ тăрăх, Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн парнисене те вăрҫăра паттăра тивĕҫнисем илĕҫ.  Регионта сахал мар ҫитĕнекен яш-кĕрĕме, патриотла воспитани парас ĕҫе явăҫтарас тĕлĕшпе, чылай комплекслă мероприятисем йĕркелесе ирттереҫҫĕ.

Чăваш Республикин вĕренӳ тата ҫамрăксен политикин министрĕ Сергей Кудряшов хăйĕн сăмахĕнче республикăра палăртса хунă мероприятисене шкул ачисем, студентсем те кулленех хутшăнассине хыпарланă.  Вĕренӳ учрежденийĕсенче ветерансемпе тĕлпулусем  ирттерме плана кĕртсе хăварнине те асăннă министр сăмаха малалла тăснă май.

Чăваш Республикин культура министрĕ Константин Яковлев культура мероприятийĕсем пирки каласа хăварнă.

 Своднăй полк яланхиллех иртессине асăннă ытти пуҫлăхсем.  

Шупашкар хула администрацийĕн пуҫлăхĕн ҫумĕ Алла Салаева кăҫал Шупашкар хулине 550 ҫул ҫитнĕ май, Ҫĕнтерӳ  уявне те унпа килĕшӳллĕн хатĕрлесе пынине асăннă. Уяв программинче ветерансем пулнине, истори малти вырăна тухнине хыпарланă вăл.

Халăх йышлă пухăнакан вырăнсенче хăрушсăрлăх теми те актуаллă  пулмалла. Кун пирки ятарлă специалистсем уйрăммăн палăртса хăварнă.   

 Кун йĕркине кĕртнĕ ытти ыйтусене те пăхса тухнă, кашнинпех тивĕҫлĕ йышăнусем туса хăварнă, вăраха тăсмасăр хатĕрленӳ ĕҫĕсене тĕплĕн йĕркелесе пымаллине чĕнсе каланă ертӳҫĕсем.

Фоторепортаж



15 марта 2019
14:46
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter