2018 ҫулта Чăваш Енре пурнăҫланнă патшалăхăн пиллĕк программи пысăк тухăҫлисен шутне кĕнĕ

Паян ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертӳçисемпе Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тунтикунсерен ирттерекен канашлура  Крым Раççей тытăмне таврăннăранпа пилĕк çул çитнĕ ятпа саламланă. Паллă, историллĕ пулăм наци хушшинчи пĕрлĕхе ҫирĕплетет, пурсăмăра та пĕр чăмăра пухать тенĕ вăл сăмаха малалла тăснă май. Пиллĕк ҫул хушшинче Чăваш Ен асăннă пулăма хастар хутшăннă.  Крымпа Чăваш Республики хушшинче ĕҫлĕ ҫыхăну тĕвĕленнĕ, социаллă пурнăҫпа экономика аталанăвĕшĕн сахал мар ырă ĕҫсем тунă.

Кун йĕркине кĕртнĕ ыйтупа Чăваш Республикин экономика министрĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Светлана Ананьева тарăн доклад тунă. 2018 ҫулта патшалăх программисемпе епле ĕҫлесе пыни пирки тĕплĕн каласа кăтартнă.  Асăннă тапхăрта пĕтĕмпе Чăваш Республикинче патшалăхăн 17 программипе ĕҫленĕ, вĕсене валли пурĕ 101 млрд 313 млн тăкакланă. Кăтарту сахал мар, маларахри ҫултан самай пысăк.

Палăртса хăвармалла, патшалăх программисем пĕтĕмпех халăхăн пурнăҫне лайăхлатма витĕм кӳнĕ. Сывлăх сыхлавне, вĕрентӳ пайне, культурăпа туризма, спорта чылай тĕрев панă.

2018 ҫулта адреслă инвестици программисене пурнăҫа кĕртме мĕнпур ҫăлкуҫран 4 млрд 878 млн уйăрнă. Шупашкарта Кадетсен корпусĕн строительство ĕҫне вĕҫленĕ, Мускав кĕперне хута янă, ялсенче пурĕ 5 клуб уҫнă, 25 ФАП ҫĕклесе лартнă.  Хăш-пĕр ялсенче газ ыйтăвĕсене те татса панă. Кунсăр пуҫне 305 ҫухрăм автомашина ҫулне тĕпрен ҫĕнетнĕ.  

«Пĕтĕмлетӳ хаклавĕ тăрăх, программăсенчен пиллĕккĕшĕ – пысăк тухăҫлă шутланаҫҫĕ, ытти 12-шĕ вара тухăҫлисен шутне кĕнĕ», тенĕ Светлана Ананьева.  

Кăтартусем пысăк пулни куҫкĕретех, кăна хаклавҫăсем те ҫирĕплетнĕ.

Чăваш Енре тăваттăмĕш ҫул ĕнтĕ халăх нумай ҫул пурăннипе ыттисемшĕн ырă тĕслĕхре. Вăтамран ҫынсем 73,5 ҫултан иртсе пурăннине палăртаҫҫĕ специалистсем. Вилекенсен йышĕ чакнă, ку енĕпе те ҫитĕнӳсем аван.

Таварсене экспорта куҫарассипе Чăваш Ен ăнăҫлă ĕҫлет.

Урамра, обществăлла вырăнсенче халăх йĕрке пăснă тĕслĕхсем чакса пыраҫҫĕ. Кăтарту маларахри ҫултан 17 процент пĕчĕк пулни сисĕнет тенĕ вăл.

Хальхи вăхăтра Чăваш Республики федерацин 52 программипе ĕҫлесе пырать.   

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев объектсене хăпартса лармалли проектсен пахалăх шайне ҫирĕп тĕрĕслеве илме каланă.

«Наци проекчĕсемпе ҫыхăннă ĕҫсем пĕтĕмпех халăхăн пурнăҫ условийĕн шайне лайăхлатма пулăшаҫҫĕ. Объектсене ҫĕклеме патшалăх енчен пысăк укҫа-тенкĕ тăкакланать. Мĕнпур ĕҫсене вăхăтра тата тулли пурнăҫа кĕртмелле. Чăваш Ен халăхĕн пурнăҫ ырă енне улшăннине туйса пымалла», – тесе сăмаха пĕтĕмлетнĕ республика Пуҫлăхĕ.



18 марта 2019
15:55
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter