Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕ ҫумĕнчи Чăваш Республикин полномочиллĕ представителĕ пулма Петр Чекмарева ҫирĕплетни ҫинчен указа алă пуснă

Михаил Игнатьев назначил Петра Чекмарева полномочным представителем Чувашской Республики при Президенте Российской ФедерацииПуш уйăхĕн 18-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕ ҫумĕнчи Чăваш Республикин полномочиллĕ представителĕ Петр Чекмарева ҫирĕплетни пирки указа алă пуснă.  

Уҫă калаҫу вăхăтĕнче республика Пуҫлăхĕ ҫĕнĕ ҫынна пысăк квалификациллĕ специалист тесе хакланă, ĕҫ опычĕ пуян пулнине асăннă, патшалăх службинче те сахал мар ĕҫленине каланă. Вăл Раҫҫей Федерацийĕн Ял хуҫалăх министерствинче Департамент ертӳҫи пулса тăрăшнă хăй вăхăтĕнче.  

«Нумай ҫул хушши федерацин влаҫ органĕсенче вăй хунă. Асăннă тытăма питĕ лайăх пĕлетĕр. Чăваш халăх пурнăҫĕ епле йĕркеленнине те ăнкаратăр. Пирĕн республикăн лайăх енĕсене те пĕлсех тăратăр. Шанатăп, пĕрле тухҫлă ĕҫлесе пырассине.   Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Владимирович Путин палăртнă тĕллевсене те Чăваш Ен туллин пурнăҫласса ĕненетĕп, халăх ырлăхĕшĕн таса чунпа, яваплăха туйса ĕҫлессе пĕлсех тăратăп», – тенĕ республика Пуҫлăхĕ.

Петр Чекмарев хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Республикине аталанса пыма пĕтĕм вăй-халтан ĕҫлеме хатĕррине пĕлтернĕ.  

Тĕлпулу вăхăтĕнче ертӳҫĕсем ытти ыйтусене те пăхса тухнă, хăшĕсем ҫине ытларах тимлĕх уйăрмаллине палăртнă.

Фоторепортаж



18 марта 2019
16:28
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter