Чăваш Енри патшалăх влаҫ органĕсемпе вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен XVIII-мĕш спартакиади пуҫланнă

Стартовала XVIII спартакиада органов государственной власти и местного самоуправления ЧувашииПуш уйăхĕн 16-мĕшĕнче Чăваш Республикин патшалăх влаҫ органĕсенче ĕҫлекенсемпе вырăнти хăй тытăмлăх пайĕнче тăрăшакансен хушшинче XVIII-мĕш спартакиада иртнĕ. Пĕтĕмпе старта 50 ытла яхăн эстафета командисем тухнă.

Ăмăртăва пухăннисене Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн Администрацийĕн Ертӳҫи Юрий Васильев саламланă, Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн Михаил Игнатьевăн тав сăмахĕсене спортсменсем патне илсе ҫитернĕ.

Юрий Васильев хăйĕн сăмахĕнче спартакиада ҫулталăкри чи паллă спорт ăмăртăвĕсенчен пĕри пулса тăнине асăннă.   Сывлăха ҫирĕплетме май паракан мероприяти тесе хакланă вăл сăмаха малалла тăснă май.

Влаҫ органĕсенче тăрăшакансем темĕнле хытă ывăнсан та, пур-пĕрех спорта кулленех ҫӳренине, хăйсен сывлăхне ҫирĕплетессипе  тĕллевлĕн тимление палăртнă,  ертӳҫĕсем хăйсен ырă тĕслĕхĕпе ыттисене хавхалантарса тăнине те асăннă.

«Кăҫал Раҫҫей Президенчĕ Владимир Владимирович Путин палăртнă тĕллевсене пурнăҫа кĕртес тĕллевпе тата та ытларах ҫӳллĕ шайра ирттерме тăрăшăпăр  спартакиадăна. Граждансем кулленех спорта ҫӳреччĕр тесе, вĕсене валли условисем йĕркелеме майсем туса парăпăр, кулленех спорта ҫӳрекенсен йышне 55 процента ҫити ҫитерме тĕллев лартăпăр», – тенĕ вăл.

Мероприятине пухăннисене ҫакăн пекех Раҫҫей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ Леонид Черкесов, Чăваш Республикин спорт министрĕ Михаил Богаратов саламланă.

Ăмăртусене пуҫличчен, чи малтан пĕлтĕрхи спартакиадăн пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх мала тухнисене чысланă.   

2018 ҫулта Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн Администрацийĕн команди пĕрремĕш вырăна тухнă, иккĕмĕшне – Чăваш Республикин Спорт министерстви, виҫҫĕмĕшне – Чăваш Республикин Культура министерстви тухнă.  

Районсем хушшинче иртнĕ ăмăртусенче малти вырăна Шупашкар районĕ ҫĕнсе илнĕ, иккĕмĕшне Канаш районĕ, виҫҫĕмĕшне Шупашкар хулин туслă команди йышăннă.   

Федераци службисем хушшинче пĕрремĕш вырăна Чăваш Енри Шалти ĕҫсен министерстви ҫĕнсе илнĕ,  иккĕмĕшне – Федерацин налук службин Чăваш Енри Управленийĕ, виҫҫĕмĕшне вара федерацин айăплав пурнăҫлав службин Чăваш Республикинчи управленийĕ.

Чăваш Республикин патшалăх влаҫ органĕсем хушшинче кăҫал ăмăртусенче пĕрремĕш вырăна Чăваш Республикин Юстици министерстви ҫĕнсе илнĕ, иккĕмĕш вырăна Спорт министерстви, виҫҫĕмĕш вырăна – Культура министерстви йышăннă.    

Федераци службисем хушшинче пĕрремĕш вырăна Чăваш Енри Шалти ĕҫсен министерстви мала тухнă, иккĕмĕш вырăна федераци службисен суд приставĕ тухнă, виҫҫĕмĕш вырăна Чăваш Енри МЧС служби тивĕҫнĕ.

Районсемпе хуласем хушшинче малти вырăна Шупашкар районĕ тухнă, иккĕмĕшне Хĕрлĕ Чутай районĕ, виҫҫĕмĕшне вара Канаш районĕ ҫĕнсе илнĕ.     

Фоторепортаж



18 марта 2019
08:40
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter