Кăҫалхи Республика уявĕн тĕп мероприятийĕсем Шупашкарта Анне монуменчĕ çывăхĕнчи тӳремре иртĕç

В Чебоксарах главные праздничные мероприятия Дня республики-2019 пройдут у монумента Матери-ПокровительницыПуш уйăхĕн 18-мĕшĕнче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин 2019 ҫулта Республика кунне ирттерме палăртнă йĕркелӳ комитечĕн ларăвне ирттернĕ.

Кăҫал Шупашкар хулинчи Хĕрлĕ тӳреме ҫĕртме уйăхĕнче реконструкцилеме плана кĕртнĕ, ҫавна май, тĕп мероприятисене ирттермелли ятарлă вырăнсем пирки сăмах пуҫарнă ларура.

Йĕркелӳ комитечĕн членĕсем ыйтăва пăхса тухнă хыҫҫăн, Анне монуменчĕ умĕнче уявăн мероприятийĕсене ирттерме йышăннă. Халăха унта ҫитме аван пулнине асăннă. Пĕтĕм чăвашсен «Акатуй» уявĕ, «Раҫҫей ҫăлкуҫĕсем» кăҫал та анлăн иртесси паллă.  

Ĕҫлĕ программăсене Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче ирттерме тĕллев лартнă. Кунтах, ҫĕртме уйăхĕн 21-22-мĕш кунĕсенче  «Регионсем – чикӗсӗр ӗҫтешлӗх» тата экономика форумне йĕркелеме плана кĕртсе хăварнă.

Кăҫал тĕп уяв ҫĕртме уйăхĕн 23-мĕшĕнче Улатăр районĕнче пулать. Тĕрлĕ куравсем пулĕҫ.

 «Ача-пăча акатуйě» – чӑвашсен наци уявӗн йӑли-йӗр­кипе мешехисене халалланӑ хулари ача-пӑча пулта­рулӑх ушкӑнӗсен  фестивалӗ, «Регионсем – чикӗсӗр ӗҫтешлӗх» регионсем хушшинчи  курав, Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн парнисене ҫӗнсе илес­сишӗн «Руҫ ӑстисем» декораци-прикладной искусство ӑстисен Пӗтӗм Раҫҫейри конкурсĕ, Пӗтӗм тӗнчери фейерверксен XI фестивалӗ халăхшăн кăсăклă та чаплă пуласса шанатпăр.  

Фоторепортаж



18 марта 2019
17:31
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter