Чăваш Енре Пĕрлĕхлĕ информаци кунĕ иртнĕ

Пуш уйăхĕн 20-мĕшĕнче Чăваш Республикинче Пĕрлĕхлĕ информаци кунĕ иртнĕ.

Кун йĕркинчи тĕп ыйтусенчен пĕри  Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕн В.В.Путинăн РФ Федераци Пухăвне янă Ҫырăвĕ.  

Кунсăр пуҫне ҫынсемпе пĕрле тĕлпулусенче Чăваш Республикинче телекурава цифра ҫине куҫарассине, ҫуркуннехи уй-хир ĕҫĕсене хатĕрленессине, халăха пушар хăрушсăрлăхĕпе тивĕҫтерессине анлăн сӳтсе явнă.  

Информаци ушкăнĕсен членĕсем регионти аякра вырнаҫнă ялсене ҫитсе килнĕ, ĕҫ ушкăнĕсенче пулнă, тĕрлĕ предприятисемпе организацисен ĕҫĕсемпе паллашнă, граждансен актуаллă ыйтăвĕсем ҫине хурав панă.

Палăртнă кун информаци ушкăнĕсен ертӳҫисем халăха харпăр хăй ыйтăвĕсемпе те йышăннă, вĕсене кăсăклантаракан ыйтусем ҫине хуравланă.



20 марта 2019
17:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter