Чăваш Республикинче иртнĕ Пĕрлехи информаци кунне малтанласа пĕтĕмлетнĕ

Пуш уйăхĕн 20-мĕшĕнче Чăваш Республикинче Пĕрлĕхлĕ информаци кунĕ иртнĕ.

Информаци ушкăнĕсен членĕсем регионти аякра вырнаҫнă ялсене, хуласене ҫитсе килнĕ, ĕҫ ушкăнĕсенче пулнă, тĕрлĕ предприятисемпе организацисен ҫитĕнĕвĕсемпе паллашнă, граждансен актуаллă ыйтăвĕсем ҫине хурав панă.

Палăртнă кун информаци ушкăнĕсен ертӳҫисем халăха харпăр хăй ыйтăвĕсемпе те йышăннă, вĕсене кăсăклантаракан ыйтусем ҫине хуравланă.  Вĕсем кун йĕркинчи тĕп ыйтăва – Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕн В.В.Путинăн РФ Федераци Пухăвне янă Ҫырăвне халăхпа пĕрле тарăн тишкернĕ.

Кунсăр пуҫне ҫынсемпе пĕрле тĕлпулусенче Чăваш Республикинче телекурава цифра ҫине куҫарассине, ҫуркуннехи уй-хир ĕҫĕсене хатĕрленессине, халăха пушар хăрушсăрлăхĕпе тивĕҫтерессине анлăн сӳтсе явнă.  

Республикăри районсемпе хуласенче  пĕтĕмпе 290 тĕлпулу ирттернĕ, вĕсенче 8,4 пин ҫын хутшăннă. Ертӳҫĕсем муниципалитет пĕрлешĕвĕсенче граждансене харпăр хăй ыйтăвĕсемпе йышăннă, 123 ҫын ыйтăвне итленĕ, хурав панă, хăшĕ-пĕрисене тĕрĕслеве илнĕ.

Кун йĕркине кĕртнĕ актуаллă ыйтусене пăхса тухнисĕр пуҫе ытти темăсене те хускатнă. Халăх транспорт, ҫулсем, сĕт хакĕсем, культура ҫурчĕсем, почта ҫыхăнăвĕ тата ытти ыйтусем пирки чарăнса тăнă.  Ҫынсем ялсемпе хуласенче пурăнма хăтлă условисем ҫинчен пуҫлăхсенчен ыйтса пĕлнĕ.   



20 марта 2019
18:54
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter