Автономиллĕ Ямал-Ненец округĕнче ĕҫлĕ визитпа Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев

Михаил Игнатьев находится в командировке в ЯНАОПуш уйăхĕн 20-21-мĕш кунĕсенче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев ЯНАОра ĕҫлĕ визитпа ҫӳрет.

«Газпром» ПАО йыхравĕпе, Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев автономиллĕ Ямал-Ненец округĕнче Раҫҫейри регионсен ертӳҫисемпе пĕрле ҫула тухнă.

Паян пуҫлăхсем вăл округри производство тата социаллă пĕлтерĕшлĕ объектсенче пулнă. Хăнасем «Газпром добыча Надым» ТМЯО ĕҫĕпе паллашнă, «Газовичок» ача садĕнче пулнă. Палăртмалла, вăл учрежденире  кулленех 330 ача хăйсен тавракурăмлăхне ӳстерме ҫӳрет.  

Виҫĕ хутлă ача сачĕ харăсах 18 ушкăна пĕр чăмăра пухать.  Кунта шăпăрлансем пĕр ҫултан пуҫласа ҫичĕ ҫула ҫитичченех ҫӳреҫҫĕ. Учрежденире медицина, спортзал, шыва кĕме бассейн, хĕллехи сад тата ытти кăсăклă уйрăмсем хута янă.

Ачасен тавракурăмлăхне анлăлатас ыйту ҫине пысăк тимлĕх уйăрни куҫкĕретех тенĕ ертӳҫĕсем. Пĕчĕкскерсем ӳкерме, ташă-юрăна ăста, алă ĕҫне те вĕренме пĕтĕм кăмăлтан ҫӳреҫҫĕ. Сусăррисене валли  те чылай условисем йĕркелесе тăратнă. Ача сачĕн территорийĕнче тирпейлĕх хуҫаланать, хĕлле, ҫулла, кĕркунне, ҫуркуннехи тапхăрсенче вылямалли вырăнсем те сахал мар.

Хăнасем социаллă объектсенче пулнă май, «Газпром добыча Надым» ТМЯО ĕҫĕпе кăсăкланнă. Ертӳҫĕсем предприятийĕн историйĕпе паллашнă, тирпейленсе тухакан таварсене хакланă.

Михаил Игнатьев автономиллĕ Ямал-Ненец округĕнче  ыран ытти объектсене те ҫитсе килĕ, унăн ĕҫ программи анлă.       

Фоторепортаж 



20 марта 2019
18:29
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter