Раҫҫейри кĕрешӳ спорчĕн федерацийĕнчен Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев патне тав ҫырăвĕ килсе ҫитнĕ

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев патне Раҫҫей Федерацийĕн кĕрешӳ спорчĕн федерацийĕн Президентĕнчен Михаил Мамиашвилирен тав ҫыврăвĕ килсе ҫинĕ.

24 ҫула ҫитмен юниорсем хушшинче ирĕклĕ мелпе кĕрешессипе спорт ăмăртăвĕсем  иртнĕ.

Турнир 2019 ҫулта пуш уйăхĕн 410-мĕш кунĕсенче  Нови-Сад хулинче пулнă. Раҫҫей спортсменĕсем ҫав тери лайăх хăйсен ăсталăхне кăтартса панă, пурĕ вĕсем 25 медаль ҫĕнсе илнĕ. Вĕсенчен 11-шĕ ылтăн, 8-шĕ кĕмĕл медаль тата 6-шĕ вара бронза (пăхăр) медаль пулнă.    

Ҫĕнтерӳҫĕсем тата призерсен ятне ҫĕнсе илнисем хушшинче Чăваш Енрен те спортсменсем пур. Мария Кузнецова 65 кг виҫе категоринче тупăшнă, хĕрача ылтăн медале ҫĕнсе илнĕ.  Евгения Захарченко 72 кг виҫе категоринче хăйĕн ăсталăхне кăтартса, кĕмĕл медале тивĕҫнĕ.  Иккĕшĕ те вĕсем Шупашкарти Олимп резервĕн училищинче вĕренеҫҫĕ.

«Спортсменсене хатĕрлес ĕҫе пысăк витĕм кӳнĕшĕн мухтаса тав сăмахĕсем калатпăр. Раҫҫей Федерацийĕнче тата Чăваш Ресубликинче кĕрешӳ спорчĕ ҫирĕп аталаннă. Асăннă спортăн тĕсне тимлĕх уйăрни паллă»,   тенĕ Раҫҫей Федерацийĕн кĕрешӳ спорчĕн федерацийĕн Президенчĕн ҫырăвĕнче.   



20 марта 2019
16:33
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter