Чăваш Енри коррупцине хирĕҫ кĕрешессипе ĕҫлекен комиссийĕн ларăвне ирттернĕ

Михаил Игнатьев провел заседание Комиссии по координации работы по противодействию коррупции в Чувашской РеспубликеПуш уйăхĕн 19-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Енри коррупцине хирĕҫ  кĕрешессипе ĕҫлекен комиссийĕн ларăвне ирттернĕ. Унăн ĕҫне республикăри патшалăх влаҫ органĕнче тăрăшакансем хутшăннă. Кунсăр пуҫне регионти федерацин тĕрĕслевпе асăрхав службисен пуҫлăхĕсем те килсе ҫитнĕ.   Видеоканашлу мелĕпе ирттернĕ ларура муниципалитет ертӳҫисем тата районсемпе хула администрацийĕсенче коррупци ыйтăвĕсемпе ĕҫлекен специалистсем пулнă.  

Республика Пуҫлăхĕ хăйĕн сăмахĕнче пуш уйăхĕн 15-мĕшĕнче 2019 ҫулта коррупцине хирĕҫ кĕрешессипе йĕркеленĕ мероприятисен конкурсне ирттерме хушăва алă пусса ҫирĕплетнине пĕлтернĕ.   

Конкурс виҫĕ енлĕн иртĕ. Журналистсем, студентсем, аспирантсем, ҫамрăк ăсчахсем, тĕпчев ĕҫне парăннисем хăйсен ăсталăхне кăтартса парĕҫ.

Регион Ертӳҫи деклораци ыйтăвĕсем пирки те чарăнса тăнă, пурин те пысăк тимлĕх уйăрмаллине чĕнсе каланă.

Михаил Игнатьев пурлăхсемпе аренда шучĕпе усă куракансен парăмĕсем пирки те сăмах пуҫарнă. «Эпир парăм пухса янисем патне хăйне евĕр пăхатпăр. Актива пухса муниципалитет пĕрлешĕвĕсенче уҫă калаҫусем ирттеретпĕр. Пурте хăй вăхăтĕнче парăмсене саплаштарса пырсан, вырăнти бюджет та кирлĕ пек шайра тулса пырать. Кун пек чухне социаллă пĕлтерĕшлĕ ыйтусене татса пама та меллĕ пулĕ», – тенĕ республика Пуҫлăхĕ.  

Палăртса хăвармалла, Шупашкарта аренда укҫин парăмĕ 152,3 млн ҫитнĕ. «Коммуналлă технологисем» ТМЯО парăм виҫи 330,9 млн. Ҫĕнĕ Шупашкарсен – 37,4 млн, Шупашкар районĕн – 8,2 млн, Сĕнтĕрвăррисен – 7 млн пуҫтарăннă укҫа. Ҫак муниципалитетсем тивĕҫлĕ ĕҫлеменни сисĕнет.

Енчен те айăплисене явап тыттарма пĕлместĕр, специалистсем тивĕҫлĕ ĕҫлемеҫҫĕ   пулсан, вĕсенчен хăтăлмалла, урăххисене тупмалла, тухăҫлă ĕҫлеме пĕлекеннисене явăҫтармалла тесе каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.

Ларура право хуралĕнче тăрăшакансен ĕҫĕсене те тарăн пăхса тухнă. 2018 ҫулта йĕркеленĕ ĕҫсем пирки чарăнса тăнă. Пĕлтĕр тĕрĕслев службисем йĕрке  пăснă 319 тĕслĕхе шута илнĕ. 140 ҫынна уголовлă майпа явап тыттарнă. Кăтарту пысăк тата та маларахри ҫулпа танлаштарсан 12,9 процент пулни сисĕнет тенĕ пуҫлăхсем.      

Раҫҫей Федерацийĕн Следстви комитечĕн регионти Управленийĕн пуҫлăхĕ Александр Полтинин хăйĕн докладĕнче ҫĕнĕлĕхсем пирки каласа кăтартнă, регионти влаҫ органĕсенче тăрăшакансемпе ҫĕнĕ форматпа ĕҫлеме тытăнассине хыпарланă.

Чăваш Республикинчи шалти ĕҫсен министерствинче коррупци енĕпе ĕҫлекен пай пуҫлăхĕ Андрей Семенов пĕлтĕрхи кăтартусемпе паллаштарнă. Пурĕ 2018 ҫулта   йĕрке пăснă 263 тĕслĕхе шута илнĕ тенĕ вăл. 115 ҫынна уголовлă майпа явап тыттарнине хыпарланă.

Чăваш Республикин прокуратуринче пай пуҫлăхĕ пулса ĕҫлекен Денис Васильев тĕрĕслевсем пирки ăнлантарса панă. Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн Администрацийĕнче тата хăш-пĕр министерствăсенче асăннă ыйтусемпе ҫӳллĕ шайра ĕҫлесе пынине палăртнă.

Чăваш Республикин юстици тата пурлăх хутшăнăвĕсен министрĕ Наталья Тимофеева хăйĕн сăмахĕнче пĕлтĕр пурĕ 2058 нормативлă право акчĕсене тĕрĕслев витĕр кăларнине хыпарланă.  

Михаил Игнатьев коррупцине хирĕҫ кĕрешессипе ытларах профилактика ĕҫне йĕркелемеллине чĕнсе каланă.  

Ларура Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ Александр Николаев 2018 ҫулта ĕҫленĕ кăтартусемпе паллаштарнă, Комисси йĕркеленĕ мероприятисем пирки ăнлантарса панă.   

Ларура ытти ыйтусем пирки те тарăн пăхса тухнă, кашнинпех тивĕҫлĕ йышăнусем туса хăварнă.  

Фоторепортаж



20 марта 2019
08:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter