Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев пĕтĕм Раҫҫей шайĕнче йĕркеленĕ «Раҫҫей лидерĕсем» конкурсăн ҫурма финалĕн ҫĕнтерӳҫисемпе уҫă тĕлпулу ирттернĕ

Участники Всероссийского конкурса «Лидеры России» войдут в резерв управленческих кадров Чувашской РеспубликиПуш уйăхĕн 19-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев пĕтĕм Раҫҫей шайĕнче йĕркеленĕ «Раҫҫей лидерĕсем» конкурсăн ҫурма финалĕн ҫĕнтерӳҫисемпе уҫă тĕлпулу ирттернĕ.

2019 ҫулта конкурс ĕҫне Чăваш Республикинче пĕтĕмпе 1400 заявка тăратнă. Атăлҫи федераци округне кĕрекен регионсенчен хутшăннă ҫамрăксенчен 14-шĕ Чăваш Республикинчен. Вĕсенчен 10-шĕпе шăпах та, Правительство ҫуртĕнче регион Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев тĕл пулнă.   

«Раҫҫей лидерĕсем» конкурс ҫĕнĕ кадрсем тупса палăртма витĕм кӳнине каланă Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев. Пуҫарăва ҫĕршыв Ертӳҫи хапăл тунă. Конкурса хутшăнакансем ҫирĕп тĕрĕслев витĕр тухаҫҫĕ.

«Эсир – пултаруллă, мал ĕмĕтлĕ, хăвăр ҫинчен пĕлтерме те ăнкаратăр. Шанатăп, сирĕнтен хăшĕ те пулин каллех конкурса хутшăнса финала тухассине», тенĕ республика Пуҫлăхĕ.  

Хальхи пурнăҫпа килĕшсе тăракан Чăваш Ене тата та хăватлăрах аталанса пыма ҫĕнĕ кадрсем витĕм кӳреҫҫех тенĕ вăл сăмаха ҫавăрса. Ҫурма финала тухнисем тӳрех кадр резервне кĕрсе юлаҫҫĕ, ӳлĕмрен вĕсем май пулсан, ертӳҫĕсем пулса ĕҫлеме пултараҫҫĕ.   

Кадр резервĕ пирки ыйтупа тĕплĕнрех Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн Администрацийĕн Ертӳҫи Юрий Васильев тарăн доклад туса панă. Пĕлтĕр «Раҫҫей лидерĕсем» конкурс ҫĕнтерӳҫисенчен улттăшĕ, ҫĕнĕ должноҫа ĕҫлеме вырнаҫнине ырă хыпара пĕлтернĕ вăл.

Уҫă калаҫу вăхăтĕнче ҫамрăксем хăйсене кăсăклантаракан ыйтусем пирки хыпарланă ертӳҫĕсене. Вĕсем студентсемпе ĕҫлеме хатĕррине, вĕсене витĕм кӳме пулăшассине палăртнă.  Ачасемпе те уҫă уроксем ирттерме кăмăл тунине каланă ҫамрăк ертӳҫĕсем.

Федераци шайĕнче пулакан конкурса регион шайĕнче те ирттерме май ҫук-ши тесе сĕнӳ тăратнă вĕсем.

Пĕр пухăннă пек чухне, ҫĕнтерӳҫĕсем хăйсен проекчĕсемпе паллаштарнă.  Ҫурма финала тухнă ҫамрăк, сусăр ачасене тата вĕсен ашшĕ-амăшĕсене пулăшу пама хатĕрленĕ проект ҫинчен каласа кăтартнă. Ҫак ĕҫе волонтерсене явăҫтарма информаци тĕлĕшĕнчен тĕрев пама ыйтнă.   

Тĕлпулу вăхăтĕнче экономика, таварсене экспорта куҫарассипе ҫыхăннă ыйтусене те тапратнă.  

Республика Пуҫлăхне уҫă калаҫушăн мухтанă ҫамрăксем, хăйсем патне пысăк тимлĕх уйăрнăшăн тав тунă.  Михаил Игнатьев ӳлĕмрен те ҫамрăксемпе тачă ҫыхăнса ĕҫлессине, вĕсен сĕнĕвĕсене шута илессине каланă. Пурне те малашне пысăк ҫитĕнӳсемпе палăрма вăй-хал суннă. Сирĕн паха ĕҫ опычĕ яланах пĕлтерĕшлĕ тесе каланă вăл сăмаха пĕтĕмлетсе.

Фоторепортаж



20 марта 2019
07:48
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter