Чăваш Ен Пуҫлăхĕ автономиллĕ Ямал-Ненец округĕнче Бованенковский тăрăхĕнче пулнă

Глава Чувашии в Ямало-Ненецком автономном округе посещает Бованенковское месторождениеПуш уйăхĕн 21-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев, «Газпром» ПАО йыхравланипе, Раҫҫейри регионсен пуҫлăхĕсемпе пĕрле автономиллĕ Ямал-Ненец округĕнче ĕҫлĕ визитпа пулнă.  Унта ертӳҫĕсем промышленноҫ предприятийĕсен ĕҫĕсемпе паллашнă, социаллă тытăма тишкернĕ.  

Пуш уйăхĕн 20-мĕшĕнче вăл тăрăхра паллă пулăм пулса иртнĕ, Раҫҫей Президенчĕ Владимир Владимирович Путин телемост режимĕпе Харасавэйский газĕпе туллин усă курма команда панă. Унта автомобильсен колонни Харасавэйскийĕнчи газ вырăнне техникăпа ҫула тухнă.

Харасавэский газĕн ҫуралнă вырăнĕ отраслье аталанса пыма ҫĕнĕ вăй-хăват кӳрет. Пирĕн экспортăн потенциалне ҫирĕплетет.  Раҫҫейри газ тытăмне хăватлантарать, наци экономикине ҫĕклет.  Ятарлă тупса палăртнă вырăнăн лаптăкĕ 2 триллион кубла метр йышăнать, Бованенковскийпе пĕрле 7 триллиона яхăн та пулать. Ку ҫав тери пысăк калăпăшлă запас.  2131-мĕш ҫулчченех пурлăха юхтарма пулать. Енчен те Ямал тăрăхне пĕрле илсен, кăтарту 16 триллионран та иртет. Ҫĕршыва хамăрăнне тата тулашрисене валли те ҫителĕклĕ пулĕ ҫĕр айĕнчи пуянлăх. Кун пирки ҫирĕплетсе каланă Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕ.  

Палăртмалла, Харасавэйскийĕнче халăха пурăнма кирлĕ объектсене те хута янă, электростанци ҫĕкленĕ, вахтăрисем валли ҫурт-йĕр комплексне те хăпартнă.  

«Шанатпăр, Чăваш Енĕн предприятийĕсем «Газпром» организаципе тахҫантанпах тĕвĕленнĕ  ĕҫлĕ ҫыхăнусене сарасса. Калăпăр, электротехника енĕпе тимлекен предприятисем тачă пулассине ĕненетпĕр. Шăпах та, вĕсен газ енĕпе паха ĕҫ опычĕ пур. Кунсăр пуҫне «Сеспель» тата «Промтрактор» организацисем, хими промышленноҫĕ те тĕслĕх вырăнĕнче», - тесе палăртса каланă Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.

Асăнса хăваратпăр, «Газпром» ПАО Чăваш Енри 13 предприятипе килĕшсе ĕҫлет.     

Фоторепортаж 



21 марта 2019
10:19
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter